Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев. Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ. Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Райпульница тӗп тухтӑрне ҫитменлӗхсене пӗтерме хут ҫырса панӑ, должноҫри ҫынсене явап тыттарма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |