Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасать. Ун хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 24 метра таран ҫитет.
Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ хуҫалӑха сахал мар сӑтӑр тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ак, тӗслӗхрен, «Элара» савутӑн ҫивиттине сӳсе илнӗ те Мускав проспекчӗ ҫине илсе пенӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта вара лавккана шар кӑтартнӑ — тӑррине тӗппипех вистесе вӗҫтерсе кайнӑ. Шупашкарти «Улатимӗр сӑрчӗ» чарӑну патӗнче тимӗр листисемпе кирпӗчрен тунӑ картана тӳнтернӗ, Эгер бульварӗнче пушатнӑ ҫуп-ҫап контейнерӗсене вӗҫтерсе кайма тапратнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑҫсем ӳкни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вӑйлӑ ҫил паян шӑматкун кӑна мар, ыран та пулӗ. Ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 14–17 метрпа танлашӗ, кассӑн-кассӑн 24 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрӗ.