Кӳкеҫре ҫамрӑк амӑшӗсене хулари чирлӗ арҫын хӑратса ҫӳрет тесе ҫырать Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр саланакан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри. «Хӗрарӑмсем ачасене урама пӗччен епле кӑлармалла-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ?» — шухӑшне малалла тӑсать ҫав хаҫат.
Шупашкар район центрӗнче онанист ҫӳренине кӑларӑма Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пӗлтернӗ-мӗн. Хаҫатҫӑсене хӗрарӑм хӑй тата унӑн пӗчӗк ачи ҫав ҫынран шар тӳснӗ тесе каланӑ пулать.
Хӗрарӑм пульницӑран вӑрманти асфальт ҫулпа килне таврӑннӑ чух сак патӗнче арҫын хӑй ӗҫӗпе аппаланнине асӑрханӑ. «Тахҫанах ун пеккине курман та эпӗ аптӑраса ӳкрӗм. Пилӗк уйӑхри ача ҫумра пулман тӑк лайӑх кӑна эпӗ ӑна тапнӑ пулӑттӑм», — тесе пӗлтернӗ Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пичет кӑларӑмне.
«Пулса-иртни хыҫҫӑн хӗрарӑмпа ача ҫывӑхри лавккана кӗнӗ», — тесе ҫырать хаҫат. Онаниста курнӑ хӗрарӑмӑн паллаканӗ ӑна ҫав арҫынна унччен те курни пирки пӗлтернӗ пулать.
Арҫынна хӗрарӑм хытах сӑнанӑ: лешӗ 170–175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫутӑрах сӑрӑ тӗслӗ джемпер, хура шӑлаварпа хура бейсболка тӑхӑннӑ-мӗн.