Вӑрнарта «Химик» стадионта футболла вылямалли ҫӗнӗ уя хута яма тытӑннӑ. Унӑн сийӗ искусственнӑй пулӗ.
Ӑна ЧР Спорт министерстви тата район администрацийӗ тутарать. Строительство ӗҫӗсене Шупашкарти «Стройлогистик» фирма пурнӑҫлать.
Вӑрнар район администрацийӗн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ стадион пулмалли вырӑнта ҫӗре якатаҫҫӗ. Унтан футбол уйӗн тӗпне тӑвӗҫ. Ӑна хӑйӑртан, вӗтӗ чулран, искусственнӑй курӑкран тӑвӗҫ.
Футбол уйӗнче пысӑк шайлӑ ӑмӑртусене ирттерме май пулӗ. Ӑна тумашкӑн 35 миллион та 590 пин тенкӗ кирлӗ. Укҫана республика, муниципалитет тата федераци хыснисенчен уйӑрнӑ. Стадионта чупмалли ҫул, 400 метр таршшӗскер, пулӗ. Унӑн сийӗ синтетикӑран пулнӑран япӑх ҫанталӑкра та чупма май пулӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн, футбол уйӗнче прожектор та пулмалла. Ҫапла вӑрнарсен футбол чемпионатне ирттерме те май пулӗ.