Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
pravmir.ru сайтри сӑн
pravmir.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын пӗлӗшӗн тимсӗрлӗхӗпе усӑ курнӑ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ.

Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын кафере ӳсӗр пулнӑ. Пӗлӗшӗн кевер чуллӑ ылтӑн ҫӗрри ҫӗре ӳкнӗ. Ҫакна арҫын курнӑ. Анчах нимӗн те шарламан, ҫӗрре илнӗ те сулахай уринчи нуски ӑшне чикнӗ. Кун хыҫҫӑн каферен тухса кайнӑ.

Ҫӗрӗ 7,5 пин тенкӗ тӑраканскер. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе лекнӗ. Суд унӑн 3 пӗчӗк ача пуррине шута илсе ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унчченхи преступленишӗн те приговор вуласа юлашкинчен ӑна колони-поселение 2,5 ҫуллӑха ямалла тунӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем кунашкал ята унччен пӗрре те регистрацилемен. Нумаях пулмасть вӑл ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне ҫавнашкал ят ҫыртарнӑ. Вӑл - Милинтина.

Ашшӗ Максим ятлӑ, амӑшӗ - Александра. Апла хӗрача Милинтина Максимовна пулать. Янӑравлӑ илтӗнет.

Мӗне пӗлтерет-ха Милинтина ят? Тӗнче тетелӗнче ҫырнине ӗненес тӗк, вӑл "ҫынна пӑхма юратакан" тесе куҫать.

 

Хулара
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра пӗр хӗрарӑм укҫа тупнӑ. Пурӗ 4 купюра. Вӗсем – 5 пинлӗскерсем.

Укҫана 31 ҫулти хӗрарӑм асӑрханӑ. Купюрӑсем япӑхнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем чӑн укҫан туйӑнманран хӗрарӑм укҫана кӑтартма банка кайнӑ. Чӑн та, суя укҫа пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма суя укҫапа лавккара татӑлма хӑтланманшӑн ырлаҫҫӗ. Хӑйсем вара ҫав купюрӑсем пляжа епле пырса лекнине палӑртассипе ҫине тӑрассине пӗлтернӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр троллейбус маршрутне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш маршрутсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса каллех ҫӳреттерме пуҫласшӑн.

Тӗслӗхрен, 8-мӗш троллейбуса Чукун ҫул вокзалӗнчен Роза Люксембург урамӗ таран ярасшӑн. Ҫапла Алькешре пурӑнакан ҫынсем Трактор тӑвакансен проспектне ҫӑмӑллӑнах ҫитме пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус ҫулне улӑштарсан Ленин Комсомолӗн урамне ҫитме май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80311
 

Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Ӗнер 21 сехет те 58 минутра ҫӑлав службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Октябрь кӗперӗ ҫинчен хӗр сикесшӗн-мӗн.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Вӗсем аялалла сикме хатӗрленнӗ хӗрпе психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӑлавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫак ӑссӑрла утӑма тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла вӑл лӑпланнӑ та киле кайнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти кӗпер ҫинчен ҫамрӑк арҫын ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, урине ҫеҫ хуҫнӑ.

 

Хулара
jur24pro.ru сайтри сӑн
jur24pro.ru сайтри сӑн

Кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын подьездри 36-ри кӳршӗ хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Лешӗ упӑшкипе пулнӑ.

Хайхискерсем унчченех пӗр чӗлхе тупайман. Лавккара тӗл пулсан та ҫак арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне сутуҫӑ умӗнчех сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта электросамокатлӑ ҫынсем инкеке лекеҫҫӗ. Электросамокатлӑ ҫынсемпе ҫу тата ҫӗртме уйӑхӗсенче 34 инкек пулнӑ.

Асӑннӑ 34 тӗслӗхрен саккӑрӑшӗнче электросамокатпа пассажирсем ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнисене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Инкексенче ҫынсем электросамокатсем ҫинчен ӳксе аманаҫҫӗ: кӑкӑр шӑммине, пуҫне ыраттараҫҫӗ, аллисене тата янах шӑммине хуҫаҫҫӗ.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 250 ватран пӗчӗкрех хӑватлӑ самокатсемпе ҫӳреме права кирлӗ мар. Вӗсемпе тротуар тӑрӑх ҫӳремелле, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне утмалла. Хӑватлӑраххисене мопедпа танлаштарнӑ.

 

Хулара
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

14-мӗш номерлӗ троллейбус ҫулталӑк каялла Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайона ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ унӑн маршрутӗнче черетлӗ улшӑну пулса иртӗ – транспорт «Университет» микрорайона ҫитме пуҫлӗ. Асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Университет» микрорайон тӑрӑх автономи мелӗпе утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӳрӗ. Вӑл сехет йӗппи ҫаврӑннӑ евӗр ҫаврӑнӗ. Троллейбус «Миначев академик урамӗ», «Вӑрманлӑ», «Университет-2» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче чарӑнӗ.

Маршрут ҫинче 13 троллейбус пулӗ. Вӗсем халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра кашни 11-12 минутра пӗрре хутлӗҫ.

 

Хулара

Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан Кокуринсем ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак ятпа вӗсене тӳре-шара саламланӑ.

Кокуринсем 6 ачана воспитани параҫҫӗ. Иринӑпа Александр кӑҫал шӑпах ҫемье юбилейне паллӑ тунӑ тата. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ.

Кокуринсене ҫӗнӗ хваттере "Ҫӗнӗ хула" микрорайонти Ҫӗнӗ хула урамӗнче уйӑрса панӑ.

Сӑмах май, саккунпа килӗшӳллӗн 5 е ытларах ачана ӳстерекен ҫемьесене социаллӑ найм мелӗпе хваттер параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80161
 

Хулара

Шупашкарта ҫӗнӗ фермер пасарӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Элкер урамӗ, 11-мӗш ҫурт.

Ун вырӑнӗнче малтан кивӗ пасар пулнӑ. Пӗлтӗр ӑна пӑсса ҫӗннине тума йышӑннӑ. Ку тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗнче кивӗ тимӗр лавккасене пӑснӑ. Вӗсен вырӑнне 10 ҫӗннине туса лартнӑ. Варринче — суту-илӳ павильонӗ. Пасара икӗ ҫӗртен кӗме пулать, унти асфальта та ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех арман евӗр арт-обьект туса лартнӑ.

Ҫӗнӗ фермер пасарне ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, ...299
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть