Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Шупашкарта хӑш-пӗр лавкка сечӗ умне хӑйне евӗр реклама вырнаҫтарнӑ. Унта "Тӑван ҫӗршыв-Анне чӗнет!" /выр. "Родина-Мать зовет!"/ тесе ҫырнӑ.

Чӑваш Ен прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тахҫантанпах паллӑ плакатпа тӗрӗс тӗллевпех усӑ курнӑ-и? Ведомство суту-илӳ объекчӗн спецификине те тӗрӗслӗ.

Ку ӗҫе прокуратура ытти тӗрӗслев органне те хутшӑнтарӗ. Саккуна пӑснине тупса палӑртсан явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Хулара
Владимир Михайлов тунӑ сӑн
Владимир Михайлов тунӑ сӑн

Шупашкарти «Вӗренӳ институчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят пама сӗннӗ. Кун пирки архитектура тата хула строительствин комиссийӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ.

Чарӑнӑва «Волжский» кинотеатр» ят пама сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацине ҫак кинотеатр ертӳлӗхӗ ҫак ыйтупа тухнӑ-мӗн.

Комисси мӗнле йышӑну тунӑ? Хальлӗхе пӗлтермен.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин общество транспорчӗсене дезинфекцилеме хушнӑ. Ку ӗҫе мӗнпур перевозчикӗн тумалла.

Шупашкарти троллейбус управленийӗ транспорта кашни кун дезинфекцилеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Управленине ку тӗллевпе 1 уйӑхра 150 литр дезинфекцилекен препарат гипохлор кирлӗ. Ҫак уйӑхран пуҫласа троллейбуссене ирхине тата каҫхине дезинфекцилеҫҫӗ. Малтан тулаш енне тусанран тасатаҫҫӗ. Ку ӗҫе каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 7-чен тӑваҫҫӗ. Унтан чӳречесене, тытӑнса пымалли хатӗрсене, ларкӑчсене сӑтӑраҫҫӗ. Юлашкинчен салона гипохлорпа сирпӗтсе тухаҫҫӗ. Ӗҫе вӗҫлесен шӑрши пӗттӗр тесе салона уҫӑлтараҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбуссем ярасси пирки тахҫанах калаҫма пуҫланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ ку ӗҫе ҫитес ҫулах тума тытӑнасшӑн.

Мускаври фирма республикӑри агломераци валли 37,5 миллион тенкӗпе транспорт моделӗ хатӗрленӗ. Агломераципе килӗшӳллӗн, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен пӗтӗм автобуса пӑрахӑҫласа 3 маршрутпа троллейбуссем ярасшӑн. Элтепер пӗрремӗш маршрута ҫитес ҫул ҫуллах ҫӳреттерме пуҫласшӑн. Икӗ маршрут валли автономлӑ мелпе ҫӳрекен 30 троллейбус кирлӗ.

 

Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл кашни канмалли кун, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен, пулӗ.

Кӑҫал ярмӑрккӑ тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗ: «Николаевски» тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче тата Эльгер урамӗнчи ҫӗнетнӗ фермер пасарӗнче.

Ярмӑрккӑ канмалли кунсенче 9-15 сехетсенче ӗҫлӗ. Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ.

 

Хулара
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Паян Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта, аслӑ шкулта, техникум-колледжра савӑнӑҫлӑ линейка вӑхӑтӗнче эвакуаци пулнӑ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе килнӗ анонимлӑ хыпара пула.

Тӗслӗхрен, Лебедев урамӗнчи 59-мӗш шкулта вӗренекенсем тата педагогсем чечек ҫыххисене йӑтса картиш тулашӗнче тӑнӑ.

«На связи» форумра комментари ҫыракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, 39-мӗш шкулта, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче эвакуаци пулнӑ.

 

Хулара
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫа 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫитменнине, ҫав палламан ҫын унран кулмаллипех кулнӑ.

Хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна ӗненсе вӑл 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ. Темиҫе кунран ҫав ултавҫӑ ун патне каллех ҫырса янӑ. «Сире укҫа мӗн тума кирлӗ?» тесе ҫырнӑ вӑл. Палламан ҫын куҫарса панӑ нухрат Раҫҫейре йӗркелеме юраман организацисене тытса тӑмашкӑн каяссине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81278
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Шупашкарти пекех, Республика кунне халалланӑ мероприятисене ирттересшӗн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене хула кунӗпе саламланӑ май каланӑ.

Ҫитес ҫул Республика кунӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та иртӗ. Ҫавна май Элтепер хулара улшӑнусем пулассине каланӑ. Тӗслӗхрен, «Атӑл» кинотеатр ҫывӑхӗнчи лапама хитрелетесшӗн, хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ шкул хута ярасшӑн, Атӑл ҫыранне илем кӳресшӗн, ҫурт картишӗсене лайӑхлатасшӑн.

Ҫакна та палӑртмалла: Ҫӗнӗ Шупашкарта водород перекиҫне кӑларакан савут тума тытӑнӗҫ.

 

Хулара
hab.mk.ru сайтри сӑн
hab.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула администрацийӗ общество апатланӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмешкӗн маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ ҫырусене пӗтӗм организацие ҫитернӗ.

Вируса сарӑлма парас мар тесе общество апатланӑвӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене дезинфекци тума, маска тӑхӑнма, дистанцие пӑхӑнма ыйтнӑ.

Аса илтерер: юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Шупашкарта патрульпе пост службин нарячӗ пысӑк михӗ йӑтса утакан арҫынна чарнӑ. Михӗре мороженӑй пулнӑ. Ӑҫтан тупнӑ вӑл ӑна?

Михӗре 70 мороженӑй пулнӑ. Ҫак ӳсӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӗсене Президент бульварӗнчи морозильник контейнерӗнчен вӑрланӑ. Пӗтӗмпе 90 мороженӑй йӑкӑртнӑ. Ыттине урампа утнӑ чухне ҫынсене валеҫсе пӗтернӗ.

Ҫак арҫын кунти мар, вӑл - Киров облаҫӗнчен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, [48], 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, ...299
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ