Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.6 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта троллейбус ҫуннӑ. Вӑл 6-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.

Троллейбус кивви мар, ҫӗнниех. Вӑл "Олимпийский" чарӑну патне ҫитсен ҫунма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫынсем салонран тухнӑ.

"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм троллейбус тӑрринче курӑннӑ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83323
 

Хулара
sueveriya.com сайтри сӑн
sueveriya.com сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ.

Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ.

Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

 

Хулара

КПРФ депутачӗ Александр Андреев Шупашкар хула администрацине хулари пӗр урама Иосиф Сталин ятне пама сӗнсе ыйтупа тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ патне ҫынсем ку ыйтупа пӗрре мар тухнӑ-мӗн.

Тахҫан Шупашкарта унӑн ячӗпе хисепленекен урам пулнӑ. Малтан Ленин проспекчӗ Сталин проспекчӗ пулнӑ.

Сӑмах май, "Ҫыхӑнура" форум ҫырнӑ тӑрӑх, 2014 ҫалта Раҫҫейре 30 яхӑн урам Иосиф Сталин ячӗпе хисепленнӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫланӑ. Чукун ҫул вокзалӗ умне, ав, 15 метр ҫӳллӗш чӑрӑш илсе пырса вырнаҫтарнӑ.

Ҫӳллӗскере вырнаҫтарса лартма кран та кирлӗ пулса тухнӑ. Ёлкӑна раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче капӑрлатасшӑн-мӗн.

Сӑмах май каласан, хулара гирляндӑсем туянса хунӑ, арт-объектсем хатӗр. Хальхи вӑхӑтра картишсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсене капӑрлатма тытӑннӑ.

Ҫав вӑхӑтрах «Ҫыхӑнура» форумра 15 метр тӑршшӗ ёлка чукун ҫул вокзалӗ умӗнче мӗн тума кирлӗ текен те тупӑннӑ.

 

Хулара
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Ӗнер Шупашкарта 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Пӗр арҫын чӳрече патӗнче ҫывӑрса пынӑ. Тепри салона кӗнӗ те мӑкӑртатма пуҫланӑ. Лешне ку килӗшмен. Иккӗшӗ тытӑҫсах ӳкнӗ. Хайхискерсем киревсӗр сӑмахсемпе те перкелешнӗ.

Юлашкинчен автобус водителӗ чӑтайман – икӗ «паттӑра» салонран тухма ыйтнӑ. Лешсем урама тухсан чарӑнура малалла ҫапӑҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83085
 

Хулара
almode.ru сайтри сӑн
almode.ru сайтри сӑн

11.11.2022. Ӗнер ҫакӑн пек кун пулнӑ. Хисепсем хитре тесе республикӑра эрнекун нумай ҫемье ҫавӑрнӑ. Канмалли кун пулманнине пӑхса тӑман.

Чӳкӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта 24 мӑшӑр пӗрлешнӗ.

"Хитре хисеплӗ кун ҫӗнӗ ҫемьесемшӗн лайӑх паллӑ пултӑр", - тенӗ тӳре-шара.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83006
 

Хулара
yur-gazeta.ru сайтри сӑн
yur-gazeta.ru сайтри сӑн

Полици уйрӑмӗнче мина хунӑ тесе суйса шӑнкӑравланӑ арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ – тепӗр 2 ҫул.

Ҫак арҫын Шупашкарта пурӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗр кун вӑл «Каҫхи Хула» кафере каннӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 32-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ полици уйрӑмӗнче мина хуни пирки пӗлтернӗ.

Ятарлӑ службӑсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ те нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Арҫынна вара суд тунӑ.

 

Хулара

Кӗҫех Шупашкарти тӑватӑ троллейбус маршрутне улӑштарӗҫ. Тепӗр троллейбус хӑйӗн маршручӗ ҫине таврӑнӗ. Ку улшӑнусем чӳкӗн 12-мӗшӗнче пулӗҫ.

Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. Тахҫан пӑрахӑҫланӑ 5-мӗш троллейбус маршрут ҫине таврӑнӗ.

Чӳкӗн 12-мӗшӗнчен 11-мӗш троллейбус унчченхи пекех чукун ҫул вокзалӗ таран ҫӳреме пуҫлӗ. 5-мӗш троллейбус вара Мир проспекчӗпе, Эгер бульварӗпе, Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайса Маштехникума ҫитӗ.

8-мӗш троллейбус Ашмарин урамне тата Яковлев проспектне кӗме пӑрахӗ. 9-мӗш троллейбус Ашмарин урамӗн вӗҫӗнчи урама ҫитӗ.

 

Хулара
ptoday.ru сайтри сӑн
ptoday.ru сайтри сӑн

Паян ирхине Шупашкарта Эльгер урамӗнче вырнаҫнӑ шкултан палламан арҫын 10 ҫулти арҫын ачана ҫавӑтса тухса кайма тӑнӑ. Ҫакна унӑн 18-ти пиччӗшӗ курнӑ та арҫынна тӗксе янӑ. Лешӗ кун хыҫҫӑн тарнӑ.

Кун пирки ҫийӗнчех полицие пӗлтернӗ. ҪҪХПИ инспекторӗсем палламанскер мӗнле маршрутпа куҫнине палӑртнӑ. Ӑна Университет урамӗнчи ҫурт умӗнче тытса чарнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: 38 ҫулти арҫын психиатр патӗнче шутра тӑрать. Шкула пынӑ чухне вӑл нимӗн те ӑнланман, ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантараймасть.

 

Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ ачасене ытларах мӗнле ят хунине тишкернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку районта 1900 ача ҫуралнӑ.

Хӗрачасене ытларах Ева, Варвара, Дарья, Елизавета ят хунӑ. Арҫын ачасен хушшинче ытларах - Тимур, Даниил, Михаил.

Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят парать. Кӑҫал Калинин районӗнче ҫакнашкаллисем тӗл пулнӑ: Каролина, Эвелина, Амелия, Агния, Ариэль, Августина, Оливия, Камилла, Злата, Теона, Ясмина, Маргарита, Зайнад, Златан, Арслан, Осман, Рафаэль, Али, Демьян, Граф, Ян, Амир, Дамир, Филипп.

 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, ...299
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть