Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран пӗр компонентлӑ вакцина кӳрсе килнӗ. Вӑл препарат «Спутник Лайт» ятлӑ. Унпа пӗр хутчен ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра усӑ куракан ытти препарат икшер компонентран тӑрать: пӗринпе малтан укол тӑваҫҫӗ, иккӗмӗшӗпе — кайран, тепӗр 21 кунтан.

«Спутник Лайт» препарата пирӗн республикӑна 4 500 доза илсе килнӗ. Ӑна, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина организацийӗсене валеҫсе панӑ.

«Спутник Лайт» — «Спутник V» вакцинӑн ансатрах варианчӗ шутланать. Унпа, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, икӗ хутчен укол туни кирлӗ мар, пӗррепех ҫитет.

 

Сывлӑх
sputnik.by сайтри сӑн
sputnik.by сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран талӑкне 70 ҫын таран чирлеме пуҫланӑ. Юлашки кун ку кӑтарту 69 ҫынпа танлашнӑ. 87 ҫын вара сывалнӑ.

Вилекенсем те нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 6 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 1674 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Статистикӑна ӗненес тӗк, чирленӗ кашни 17-мӗш ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр вӗҫленнӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 28781 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 26209-шӗ сывалнӑ. Стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 898 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ревакцинаци пуҫланӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кӑшӑлвирусран пӗрре прививка тутарнисен тепӗр хутчен укол тутарма тивӗ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 56 вакцинаци пункчӗ, суту-лӳ ҫурчӗсен ҫывӑхнче 14 мобильлӗ вакцинаци пункчӗ ӗҫлет, 58 прививка бригади предприятисене, ялсене тата тухса ҫӳреймен ҫынсем патне тухса кӗрет.

Ревакцинацие пӗрремӗш прививка хыҫҫӑн ҫур ҫултан пурнӑҫламалла.

Прививка кампанийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран 291 774 доза вакцина (планпа пӑхса хӑварнинчен 49,5 процент) кӳрсе килнӗ, ҫав шутра — «ГамКовидВак», «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак».

 

Сывлӑх

Чӑваш тухтӑрӗсем пневмоние пула сывлӑш пӳлӗннипе нушаланакан ҫынна тӗрӗслесшӗн мар, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк, тухтӑрсем оборудование перекетлеҫҫӗ. Ҫапларах ҫырса хунӑ Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра.

Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий ӳсӗрме тытӑннӑ, юн пусӑмӗ ӳссе кайнӑ, сывлӑш пӳлӗннӗ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ, бригада капельница лартнӑ, кислородпа сывлаттарнӑ. Кӗҫех арҫынна каллех япӑх пула кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Шупашкарти 1-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тунӑ. Вирус ҫирӗпленменрен кардиологи пульницине чӗре чирӗпе вырттарнӑ, ҫирӗпленмен пневмони тесе ҫырса хунӑ.

Ӳпке шыҫнине палӑртас тесен компьютер томографийӗ тумалла. Юрий 160 килограмм таять, врачсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн виҫипе томографа ватма пултарать. Юрий тӑванӗсем Чӑваш Енри патшалӑх тата уйрӑм ҫын клиникисене ҫитнӗ, анчах тивӗҫлӗ аппарат тупӑнман. Ӑна е Хусана, е Мускава илсе кайса тӗрӗслеме сӗннӗ. Кӑшӑлвирус ҫирӗпленмерен ӑна ҫав инфекцирен сиплемеҫҫӗ. Арҫын вара япӑхсах пырать, ӑна интенсивлӑ терапи палатине куҫарнӑ...

 

Сывлӑх
tambovinfo.ru сайтри сӑн
tambovinfo.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 70 ҫын вирус ертнине палӑртнӑ. Кун пек кӑтарту тахҫантанпах пулман.

Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 62 ҫын. Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 28641 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 26057-шӗ сывалнӑ. Юлашки кунсенче кашни кунах вилнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен вируса пула 1663 ҫын вилнӗ.

Кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ ӳссех пырать. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 921 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
infosmi.net сайтри сӑн
infosmi.net сайтри сӑн

Раҫҫей Правительстви регионсене 85 миллиард тенкӗ пайласа парӗ. Ку укҫа сывлӑх сыхлавӗ валли кайӗ. Хушӑва премьер-министр Михаил Мишустин алӑ пуснӑ ӗнтӗ.

Чӑваш Ене 742 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫа страхлав медицина пулӑшӑвӗ валли те пулӗ. Пӗр пайӗ кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн кайӗ.

Сӑмах май, кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа Раҫҫей Правительстви регионсене вируспа кӗрешмешкӗн пӗрре мар укҫа уйӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73230
 

Сывлӑх

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче уйӑхӑн кашни виҫҫӗмӗш шӑматкунӗнче Уҫа алӑксен кунӗ иртет. Сиплев учрежденийӗн регистратурин телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 70-95-90.

Уҫӑ алӑксен черетлӗ кунӗ утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫав кун пациентсене пурӗ тӑватӑ тухтӑр: кардиолог тата чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ — йышӑннӑ. Республикӑн кардиодиспансерне консультацие Шупашкарти ҫынсем ҫеҫ мар, районсенчисемпе ют регионтисем те пыраҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун 45 ҫынна йышӑннӑ. Вӗсенчен 35-шӗн чӗрине электрокардиографи тӗпчевӗ туса тӗрӗсленӗ. Йышӑнӑва пынисенчен 23-шӗ ишеми чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ, 12-шӗ — чӗрен гипертони чирӗпе.

 

Сывлӑх
topdaynews.ru сайтри сӑн
topdaynews.ru сайтри сӑн

Паян валли республикӑра 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сӑлтавӗ – кӑшӑлвирус. Ҫапла пӗлтерет статистика. Ӗнер тата виҫӗмкун талӑкне 6-шар ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ку таранччен 1655 ҫын вируса пула вилнӗ. Чирлекенсем 28503 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен 25933-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 64 ҫын чирленӗ. 55 ҫын сывалнӑ. Халхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 915 ҫын сипленет. Палӑртмалла: чирлекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ.

 

Сывлӑх
slovodel.com сайтри сӑн
slovodel.com сайтри сӑн

Республикӑра иккӗмӗш кун ӗнтӗ 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Ку таранччен вирус 1650 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Паянхи кун тӗлне 28439 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 25878-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 20 ҫын ҫеҫ чире парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара 3 хут ытларах пулнӑ: 59 ҫын. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем те, чирлекенсем те нумайланса пыраҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 911 пациент стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни 40-мӗш ҫын психиатрсемпе психиатерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑрать.

2020 ҫул вӗҫленнӗ вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхри 29 пин те 592 ҫын психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑнӑ. Ҫак цифрӑна «О состоянии здоровья населения Чувашии в 2020 году» (чӑв. Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем сывлӑхӗн ҫинчен) патшалӑх докладӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин цифрисене тӗпе хурса асӑнса хӑварнӑ.

Маларах асӑннӑ 30 пине яхӑн ҫын республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 2,5 проценчӗ пулать. Психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче учетра тӑракансен хисепӗ ҫулталӑкра 861 ҫын чакнӑ.

15 263 ҫынна психиатри пулӑшӑвне амбулаторире кӳнӗ. Тухтӑр патне вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пынӑ.

Психика чирӗсемпе аптӑракансен йышӗ ҫулталӑкра 4 процент чакнӑ.

Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗрер психиатри бригади дежурствӑра тӑрать. Вӗсем кунне 8-12 хутчен тухса кӗреҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, [51], 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, ...171
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын