Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра Чӑваш Енре 166 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кӑтурту кунсерен ӳссе пырать. Ку таранччен 37287 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 32574-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 17 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 2706 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Ку – чирленисен 7,2 проценчӗ.

Юлашки талӑкра 123 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2007 ҫын кӑшӑлвирусран стационарта е килте сипленет.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри пульницӑсем юпа уйӑхӗн 30-мӗшенчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен епле ӗҫлессине пӗлтернӗ.

Ведомство сайтӗнче хыпарланӑ, юпа уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче вӗсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ, чӳк уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче — унчченхи ӗҫ графикӗпе. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уяв кунӗ пулнӑ май канӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 5, 6, 7-мӗшӗсенче — шӑматкунхи графикпа.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре каллех рекорд. Сӑмах – кӑшӑлвирус пирки. Ӗнер 150 ҫын ковидпа чирленине палӑртнӑ. Паян кӑтарту татах ӳснӗ: 159 ҫын.

Ку таранччен республикӑра 37122 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32451-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 107 ҫын чире парӑнтарнине палӑртнӑ.

Юлашки талӑкра 16 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку кӑтарту кунсерен тенӗ пекех ӳссе пырать. Пӗтӗмпе ку таранччен 2689 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Юпа уйӑхӗнче 376 ҫын чире парӑнтарайман. Танлаштармашкӑн: авӑн уйӑхӗнче 301 пациент сывалайман.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1982 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
truckandroad.ru сӑнӳкерчӗкӗ
truckandroad.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шалкӑм ҫапнӑ водителе пулӑшнӑ.

Асӑннӑ ҫынпа ҫыхӑнма май ҫук тесе йӗрке хуралҫисене транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, водитель юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ленинград облаҫне каякан машина, геолокаци тӑрӑх пӑхсан, Муркаш районне ҫитнӗ.

РФ ШӖМӗн Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ Алексей Александров шӑнкӑрав пирки ҫав кун службӑра пулнӑ мӗнпур наряда пӗлтернӗ. Прицеплӑ грузовика патшалӑх автоинспекцийӗн аслӑ инспекторӗ, полици лейтенанчӗ Алексей Илларионов федераци ҫулӗ хӗрринчи ялсенчен пӗринче асӑрханӑ. Машина алӑкӗ уҫах пулна, водитель автомобильти ҫывӑрмалли вырӑнта выртнӑ. Тӑнне ҫухатнӑ 59 ҫулти арҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем арҫыннӑн инсульт пулнине палӑртнӑ.

Транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ каярах йӗрке хуралҫисене тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/
 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ.

Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.

Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ.

Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.

Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч.

 

Сывлӑх

Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулман. Чӑваш Енре юлашки талӑкра 150 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Унччен чи пысӑк кӑтарту 147 ҫын пулнӑ.

Республикӑра 36963 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32344-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 2673 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра кӑшӑлвируса пула 18 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Сывалакансем 95 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнӑ.

Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 1946 ҫын сипленет. Ӗнехинчен 37 ҫын нумайрах.

 

Сывлӑх
sharij.net сайтри сӑн
sharij.net сайтри сӑн

Ҫӗршывра кӑшӑлвирус инфекцийӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑран РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви харӑсах ковидран тата грипран прививка тума ирӗк панӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.

«Ку улшӑнусене «Спутник V» вакцинӑпа усӑ курмалли инструкцие кӗртнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ министерство. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, «Спутник V»-на грипран хӳтӗленмелли вакцинӑпа пӗрле тутарсан иммуногенноҫ сыхланса юлать.

Прививкӑсене кӗлеткен тӗрлӗ пайне тума юрать. Тӗслӗхрен, сылтӑм тата сулахай хулпуҫҫирен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75190
 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран сывалакансен хисепӗ тӑрук чакрӗ. Вилекенсем вара нумай. Ҫак уйӑхра республкӑра 327 ҫын сывалайман. Юлашки талӑкра 14 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен 2640 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 36669 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 32126-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 98 ҫын сывалнине палӑртнӑ. Чирлекенсем вара юлашки талӑкра 144 ҫын пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 1903 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
 vestnik-lesnoy.ru сайтри сӑн
vestnik-lesnoy.ru сайтри сӑн

Республикӑра лару-тӑру йывӑрланнӑран юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен чылай предприятипе организацие ӗҫлеме чарӗҫ. Сӑмах суту-илӳ центрӗсем, вӑйӑ пӳлӗмӗсем, фитнес-клубсем, общепит пирки пырать.

Апат-ҫимӗҫ лавккисем, аптекӑсем, куллен кирлӗ япаласен лавккисем ӗҫлӗҫ. Ҫаксене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская сӗннӗ. Олег Николаев кунпа килӗшнӗ.

Олег Алексеевич ковид-фри режимра ӗҫлеме май пур общество апатланӑвӗн предприятийӗсене хупмалла маррине палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
igis.ru сайтри сӑн
igis.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру питӗ япӑх. Ҫавна май тӳре-шара ҫӗнӗ йышӑнусем тӑвать.

Палӑртмалла: пиллӗкмӗш эрне ӗнтӗ ковидпа чирлекенсен йышӗ ӳссе пурать. Хальхи вӑхӑтра республикӑри пульницӑсенче 3500 яхӑн ковид-койка хатӗрленӗ. Ҫапах вӗсен 4,5 проценчӗ ҫеҫ пушӑ.

Юлашки кунсенче лару-тӑру йывӑрланнӑран Хӗрлӗ Чутай районӗнче те хушма койкӑсем йӗркеленӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульницинче кӑшӑлвируспа чирлисем валли 100 койка хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75178
 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, ...170
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын