Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 3 вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ: «Спутник V», «ЭпиВакКорона», «КовиВак». Юлашки иккӗшӗ Чӑваш Ене питех нумай килмен-ха.

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш вакцина ҫаврӑнӑша тухнӑ. Вӑл «Спутник лайт» ятлӑ. Унпа ытларах кӑшӑлвируспа чирленисене е унччен прививка тунисене вакцинацилессине пӗлтернӗ.

«Ку вакцина кӑшӑлвирусран пӗр прививкӑпах хӳтӗленме май парӗ», - тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман тӗп специалист-терапевчӗ Лариса Тарасова.

 

Сывлӑх
yablor.ru сайтри сӑн
yablor.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 61 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкал кӑтарту нарӑс уйӑхӗнченпе пулман.

Юлашки талӑкра 57 ҫын сывалнӑ. Вилекенсем 5-ӗн пулнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 1557 ҫын амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 27415 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 25048-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 810 ҫын амакран сипленет.

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ тӗнчере тата хамӑр ҫӗршывра сарӑлма тытӑнсанах унран вакцина хӑҫан та пулин шухӑшласа кӑларӗҫех теттӗмӗр. Халӗ вара прививка пур, анчах укол тутарма иккӗленекенсем йышлӑ. Кунта республикӑри паллӑ журналист Александр Белов Фейсбукра ҫырнипе килӗшмесӗр тӑма май ҫуках-тӑр: вакцинацие тӳлевлӗ ирттереҫҫӗ, халӑхӑн уйрӑм пайне ҫеҫ тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ тесен, тен, ҫынсем тухтӑр патне васкатчӗҫ пулӗ.

Паянхи куна пирӗн республикӑра халӑхӑн 26 проценчӗ ҫеҫ ковидран прививка тутарнӑ. Тухтӑрсем вара ҫынсен 60 процентне вакцинацилесен ҫеҫ вирус сарӑлнине ҫӗнме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
planet-today.ru сайтри сӑн
planet-today.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри арҫын Мексикӑра каннӑ хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӑл Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ. Унӑн Инди штамӗ пулнӑ.

Арҫын йывӑр чирленӗ, пульницӑра 2 эрне выртнӑ. Сывалсан ӑна киле янӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне Инди штамӗпе 6 ҫын чирленӗ. Тепӗр 9 пациентӑн Британи штамӗ пулнӑ.

 

Сывлӑх
"На связи" тунӑ сӑн
"На связи" тунӑ сӑн

Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑна юсама 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл Шупашкар районӗн тӗп пульници шутланать.

Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 110 миллион та 875,2 пин тенкӗ. Конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ, вӑл пульницӑна 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗччен юсаса ҫӗнетме тивӗҫ.

Строительсен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен демонтаж тума тытӑнмалла. Пульницӑра шалтине ҫӗнетӗҫ, фасада, тӑррине улӑштарӗҫ, пушар тата хурал тытӑмӗсене юсӗҫ.

 

Сывлӑх

Владимир Филиппов киноооператор инсульта пула реанимацие лекнӗ. Ку хыпара Фейсбукра Татьяна Ильина (ӑна вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тележурналист пулнӑран чылайӑшӗ паллать пулӗ) пӗлтернӗ.

Владимир Филиппов 1950 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗп хулари 30, 38, 39-мӗш шкулсенче истори тата музыка предмечӗсене вӗрентнӗ. 1980-1998 ҫулсенче вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКра киноооператорта ӗҫленӗ.

 

Сывлӑх
kanst.ru сайтри сӑн
kanst.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесси ӳссех пырать. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнченпе кунсерен 50 ытла ҫын инфекциленет.

Вилекенсем те нумайланаҫҫӗ. Юлашки талӑкра 5 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: 3-мӗш кун ӗнтӗ ҫапла. Пӗтӗмпе 1530 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ку таранччен 27128 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24793-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 52 ҫын чире парӑнтарнӑ. Кӑшӑлвируспа инфекциленнисем 58-ӑн пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 805 ҫын килте амбулатори мелӗпе е стационарта кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
"На связи" сайтри сӑн
"На связи" сайтри сӑн

Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 97 койка ҫеҫ пушӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче 13 пульницӑра чирлисем валли 1497 койка хатӗрленӗ. Аса илтерер: ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Хулари 2-мӗш пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкар районӗн пульници те халӗ кӑшӑлвируслисене йышӑнать.

Ӗнерхи кун тӗлне стационарта 1400 ҫын сипленнӗ. 363 ҫын хӑйне йывӑр туять. 18 пациент ИВЛпа сывлать.

Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Сӗрпӳ, Вӑрнар районӗн тӗп пульницисем, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме хатӗр. Вӗсенче 570 койка хатӗрлӗҫ, 18 реанимаци койки пулӗ.

 

Сывлӑх

Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енри патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, учительсене, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчи педагогсене, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене кашнине тенӗ пекех кӑшӑлвирусран прививка тӑвасшӑн. Бизнеса та «хӗсӗҫ»: суту-илӳре, общество апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене, йӑла ыйтӑвне тивӗҫтерекенсене е пурне те вакцинаци витӗр кӑлармалла, е ӗҫре тӗрлӗ чару пулӗ.

Ертӳҫӗсен хӑйсене укол тутарнине ӳкерсе илмелле, ҫавна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсем урлӑ ыттисене паллаштармалла.

Унта Алла Салаева, Сергей Артамонов, Дмитрий Краснов вице-премьерсем, цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, ӗҫ министрӗ Алена Елизарова, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков вӑл енӗпе отчёт тунӑ та темелле.

Ҫак тата ытти ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пынӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑру йывӑрланса пырать, чирлекенсен шучӗ ӳсме тытӑннӑ. «Короновирусӑн штамӗсем вӑй илнӗ май амак чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать.

Малалла...

 

Сывлӑх

Шывра кӑшӑлвирус пурӑнмасть. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ «Российская газета» хаҫата Вирус инфекцийӗсен Екатеринбургри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ертӳҫи, биологи ӑслӑлӑхсен докторӗ Александр Семёнов. Асӑннӑ учреждени Роспотребнадзорӑн «Вектор» вирусологипе биотехнологин патшалӑх центрӗн шутланать.

Александр Семенов каланӑ тӑрӑх, вирус — белок молекулинчен тӑракан кӑткӑс тытӑм. Ӑна упранса юлма изотони растворӗ кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, шыв тӑварлӑхӗ физиологи растворне ҫывӑх пулмалла. Тинӗс шывӗ те унашкал мар.

«Ахаль шывра ун пекки ҫук. Унсӑр пуҫне шывра кислород пур. Ҫавна май унта кӑшӑлвирус инфекцийӗ пурӑнаймасть», — уҫӑмлатнӑ Роспотребнадзорӑн Эпидемиологин тӗп ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн Млоекулярлӑ диагности центрӗн ертсе пыракан эксперчӗ Михаил ­Лебедев.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, ...171
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын