Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑслӑлӑх

Тӗнчере Геннадий Падалка
Геннадий Падалка

YouTube-ри официаллӑ каналта Федерацин космос агентстви Геннадий Падалкӑпа Михаил Корниенко Раҫҫей космонавчӗсем тӗнче уҫлӑхне тухнине сӑнлакан видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл авӑнӑн 10-мӗшӗнче пулнӑ, тӗнче уҫлӑхӗнче космонавтсем 5 сехет ҫурӑ ытла пулнӑ.

Паллах, ахаль тухман. Вӗсем МКС-а ҫиелтен сӑн ӳкерсе тухнӑ, «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») модулӗн кантӑкӗсене (космос карапӗн вӗсем иллюминатор ятлӑ) тасатнӑ, караппа станцие ҫыхӑнма пулӑшакан ҫӗнӗ антенна вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, Геннадий Падалка ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑнмалла. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӑл ыттисенчен ытларах вӑхӑт ирттернине те палӑртас пулать. 5 хут МКС-а ҫитсе вӑл пурӗ 878 кун ытла унта ирттернӗ.

 

Ӑслӑлӑх

Икӗ теҫетке ҫул хушшинче «лазерлӑ» двигатель Альфа-Центавра патне ҫитерме пултарӗ. Кун пирки Санта Барбарӑри Калифорни университетӗнчи ӑсчахсем каланӑ пулать. Вӗсен шухӑшӗпе лазерлӑ излученийӗн хӑвачӗ питӗ вӑйлӑ.

Ӑсчахсем Deep-In хӑвӑртлатакан механизм ӑсталанӑ пулать, вӑл нумай-нумай питӗ пӗчӗк лезерсенчен тӑрать. Лазер пайӑркипе усӑ курса космос парӑсӗ ҫине витӗм кӳме пулать иккен. Ҫав витӗмпе вара хальхи космос карапӗсен хӑвӑртлӑхне самай — пин хут таран — ӳстерме пулать имӗш. 4,3 ҫутӑ ҫулталӑкне (выр. световой год) 20 ҫул хушшинче ҫитме май пур имӗш.

Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку технологипе Марс патне вӗҫнӗ май усӑ курма пулать. Унашкал вӗҫев аппаратне кӳршӗлле планетӑна ҫитме 3 кун кӑна кирлӗ пулӗ теҫҫӗ. 10 тонна таран тиесен 30 кун кӑна кирлӗ пулӗ.

Ҫитменлӗхӗ те пур: система карапа хӑвӑртлатать кӑна, чармалли май пирки пуҫ ватаҫҫӗ кӑна имӗш.

 

Ӑслӑлӑх

Ҫӗртме уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи Иннополисра пӗтӗм Раҫҫейри робототехника олимпиади иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 45 регионӗнчен 760 ҫын килнӗ. Вӗсене Дмитрий Медведев премьер министр, РФ ҫыхӑну министрӗ Николай Никифоров, Тутарстан премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламланӑ.

Олимпиада ултӑ категорипе иртнӗ. Кашнинче командӑн автономи роботне пухса программӑламалла, задача шутламалла пулнӑ.

Чӑваш Енрен унта икӗ команда хутшӑннӑ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкултан. Аслӑ ушкӑнра Алексей Евлампьевпа Никита Кузнецов пулнӑ. Вӗсем 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Дмитрий Петров тата Андрей Мурашкин пулнӑ. Вӗсен ӑслӑ робочӗ ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Икӗ кун тупӑшнӑ вӗсем.

Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн ачасем питӗ савӑннӑ. Ара, ҫапла майпа тепӗр ҫул унта каякансен йышӗ пысӑкланӗ вӗт.

 

Ӑслӑлӑх

Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫынна тӑватӑ сехетре ҫывӑрса канма май паракан сехете хакланӑ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансене вӑл унпа правительство пайташӗсене тивӗҫтерме ыйтнӑ.

«Пире кун пек прибор кирлӗ. Тренировкӑсем ирттерсе пӗтерсен пире, Сергей Сергеевичпа (кунта сӑмах Мускав мэрӗ Собянин пирки пырать. — авт.)» иксӗмӗре тата правительствӑн мӗнпур пайташне ярса парӑр», — тенӗ вӑл шӳтлесе.

Ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫӗнӗ гаджета Мускавра технопарк уҫнӑ вӑхӑтра кӑтартнӑ. Сулӑна алла тӑхӑнмалла иккен. Вара вӑл пуҫ мимин импульсне шутласа пырать те тарӑннӑн ҫывӑрас вӑхӑта тӑсать.

Гаджета шухӑшласа кӑларакансем ахаль ҫынна ҫыврӑса тӑранма пӗтӗмпе тӑватӑ сехет кирлӗ. Ҫав шутран иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрма, иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрасси патне ҫитме. Ҫӗнӗ хатӗр ҫак вӑхӑта кӗскетет иккен те темиҫе минут та ҫитет-мӗн. Ун пек хатӗр правительство пайташӗсене ларура ҫывӑрса каясран кирлӗ тесе шӳтленӗ.

 

Ӑслӑлӑх

Ӗҫӗ-пуҫӗ кунта тӑвар пиркиех пырать-ха, анчах та Юпитерӑн Европа ятлӑ уҫлӑхташӗ (спутинкӗ) пирки. Вӑл Хӗвелтен инҫетре вырнаҫнӑ, унӑн ҫийӗ пӑрпа витӗннӗ. Шӑп та ҫав пӑр ҫийӗнче тӗттӗм пӑнчӑсем мӗнрен тӑни ӑсчахсене кӑсӑклантарнӑ та ӗнтӗ. Geophysical Research Letters журналта пичетленсе тухнӑ статьяра вара ӑсчахсем вӑл тӗттӗм пӑнчӑсем епле пулса кайнине ӑнлантарса панӑ та.

Вашингтонри NASA штаб-хваттерӗнче тӑрмашакан Курт Нибур тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑсчахсем тӗрлӗ экспериментсем лартса тӗттӗм пӑнчӑсем тӑвар пулнине палӑртнӑ. Вӑл, иккен, пӑр айӗнчи океанран шывпа пӗрле сӑрхӑнса тухса уҫлӑхташ ҫийне лекнӗ, космос пайӑркисене пула хуралнӑ. Ӑсчахсем ятарлӑ хатӗр ӑсталанӑ — вӑл темиҫе сивӗтӗшрен, пӑр тӗслӗхӗнчен, магнитсенчен тата ытти ӑслӑлӑх хатӗрсенчен тӑрать. Ятарлӑ хатӗрте Европӑри никӗсне йӗркелеме пултарнӑ имӗш. Пӗлме: уҫлӑхташра -173 °С сивӗ, атмосфера ҫуккипе пӗрех, Юпитертан лекекен вӑйлӑ тулаш магнитлӑ уй, космос пайӑркисем нумай ӳкеҫҫӗ.

Ӑсчахсем тӗрлӗ теорие тӗрӗсленӗ. Сӑмах май, унччен ытти ӑсчахсем ҫав тӗттӗм пӑнчӑсем тулай пулӑмсене пула йӗркеленнӗ тесе шутланӑ, кӳршӗлле Ио вулканӗсенчен тухакан магнипе кӳкӗрт вӗҫсе килнӗ пуль тенӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи Трибуна умӗнче — Ева Лисина
Трибуна умӗнче — Ева Лисина

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта педагогсем, журналистсем, ӑсчахсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Мӗн пытармалли, тӗрӗс епле ҫырмалли пирки паян тӗрлӗрен шухӑшлакан пур. Унчченхи правилӑсене тавӑрмалла текенсем те, нимӗн те тӗкӗнмелле мар шухӑшлисем те тупӑнаҫҫӗ. Паянхи конференцире тухса калаҫнисенчен хӑшӗсем пӗр сӑмахах иккӗлле ҫырма май паракан самантсене пӗтермелли шухӑшли те сисӗнчӗ. Библие чӑвашла куҫарнӑ Ева Лисина, сӑмахран, унчченхи правилӑсемпе ҫыракан сӑмахсем ӑнланмалларах та, тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать.

Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ.

Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Петр Краснов та хутшӑнчӗ.

 

Ӑслӑлӑх

Паян, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Меркурие хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ. Паян Меркурий планета Хӗвелрен чи аякка кайӗ, ҫапла майпа ӑна Ҫӗр ҫинчен телескопсӑрах сӑнама май пулӗ.

Планетӑна тавралӑх тӗттӗмленсен курма май пур. Ытти чухне Хӗвел тытӑмӗнчи чи пӗрремӗш планетӑна вӑл патӗнче пулнӑран курма пулмасть. Анчах паян вара Меркурий Хӗвелрен чи аякри орбита точкинче пулӗ. Вӑл 69 миллион ҫухрӑм аякка кайӗ, ҫавна май кашниех ӑна телескопсӑрах курӗ.

Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, искусственнӑй ҫутӑ пулмасан Меркурие курас шанчӑк ӳсет. Планета Хӗвел ансан тепӗр 1 сехетрен курӑнӗ. Ӑна курас тесен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле, Венерӑран кӑшт аяларах, пӑхмалла. Кӑҫал Меркурий Венера патне 5 градус ҫывӑхланӗ.

 

Ӑслӑлӑх

Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк аспиранчӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна кӑҫал аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр хушшинче ирттернӗ.

Жюри конкурса тӑратнӑ материалсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Естественнӑй ӑслӑлӑхсем» номинацире ЧПУ аспиранчӗ Сергей Федосеев ҫӗнтернӗ. «Гуманитари ӑслӑлӑхӗсем» номинацире Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ Ксения Агаджанян палӑрнӑ. «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ЧПУ аспиранчӗ Анна Головина мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунне паллӑ тунӑ чухне чыслӗҫ. Сӑмах май, конкурса 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ӑна ЧР Вӗренӳ министерстви тата Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ йӗркелет.

 

Ӑслӑлӑх

Оксфорд университечӗн ӑсчахӗсем улма-ҫырла ҫиме сӗнеҫҫӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунсерен улма-ҫырла ҫини чӗре чирӗсем аталанас, инсульт пулас хӑрушлӑха 40% чакарать.

Ӑсчахсем ирттернӗ сӑнав акӑ мӗн кӑтартнӑ: ҫын куллен мӗн чухлӗ ытларах улма-ҫырла ҫиет, унӑн инсульт аталанас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ пӗчӗкрех. Улма-ҫырлапа пачах сӑйланман ҫынсен вара чӗрепе аптӑрас хӑрушлӑх пысӑк-мӗн.

Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунсерен 150 грамран сахал мар панулми, банан тата ытти ҫимӗҫе ҫимелле.

Ӑсчахсем тӗрӗслеве Китайри 450 000 ҫынна хутшӑнтарнӑ. Вӗсем пурте сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулнӑ, юн пусӑмӗ пысӑккинчен эмел ӗҫмен. Респондентсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ. Тӗрӗслев вӗҫленсен улма-ҫырла ҫинӗ ҫынсем хӑйсене тата лайӑхрах туйма пуҫланине паллӑ пулнӑ. Вӗсен чӗре чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх чакнӑ.

 

Ӑслӑлӑх

Ӑсчахсем ҫывӑрас умӗн планшет тата электронлӑ кӗнеке вулани ҫын сывлӑхне сиен кӳнине палӑртнӑ.

Тӗпчеве хутшӑннисем ҫывӑрма выртас умӗн iPad вуланӑ. Вӗсем часах ҫывӑрса кайманнипе нушаланнӑ, вӗсен организмӗ мелатонин сахал кӑларнӑ. Ирхине вара йывӑррӑн вӑраннӑ. Ҫак пӗтӗмлетӳсене Америка ӑсчахӗсем тунӑ.

Тӗпчеве 6 пациент хутшӑннӑ. Вӗсем электронлӑ кӗнеке пилӗк каҫ вуланӑ, унтан хутлӑ кӗнеке ҫине куҫнӑ. Хайхискерсен ӗҫ хастарлӑхӗ те пӗчӗк пулнӑ.

Пытарма кирлӗ мар ӗнтӗ: халӗ чылайӑшӗ, уйрӑмах ачасемпе ҫамрӑксем, ахаль те ыйхӑ килменнипе аптӑраканскерсем, кӗнеке вуламашкӑн гаджетпа усӑ кураҫҫӗ. Ку хатӗрсем ҫын сывлӑхне мӗнле витӗм кӳнине чылай вӑхӑт тӗпчемелле-мӗн.

Анчах ӑсчахсем ҫакна асӑрхаттараҫҫӗ: мелатонина организмра искусственнӑй ҫутӑпа кӑларни (каҫсерен) кӑкӑр, простата, хулӑн пыршӑлӑх ракӗ пулас хӑрушлӑха пысӑклатаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та