Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин урокӗсем чакнӑ вӑхӑтра епле ҫырасси пирки тавлашни вырӑнлӑ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Таисия Ташней 12.03.2015 19:35 | 2302 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Трибуна умӗнче — Ева Лисина
Трибуна умӗнче — Ева Лисина

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта педагогсем, журналистсем, ӑсчахсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Мӗн пытармалли, тӗрӗс епле ҫырмалли пирки паян тӗрлӗрен шухӑшлакан пур. Унчченхи правилӑсене тавӑрмалла текенсем те, нимӗн те тӗкӗнмелле мар шухӑшлисем те тупӑнаҫҫӗ. Паянхи конференцире тухса калаҫнисенчен хӑшӗсем пӗр сӑмахах иккӗлле ҫырма май паракан самантсене пӗтермелли шухӑшли те сисӗнчӗ. Библие чӑвашла куҫарнӑ Ева Лисина, сӑмахран, унчченхи правилӑсемпе ҫыракан сӑмахсем ӑнланмалларах та, тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать.

Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ.

Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Петр Краснов та хутшӑнчӗ.

#ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем, #ӑслӑлӑх

 

Комментари:

2015.03.12 22:19
Аçтахар Плотников
Аргуменчӗсем те вӗсен интереслӗ :) Юрий Виноградов амӑшӗн ҫырӑвне кӑтартать, Николай Иванович Егоров — хӑй шкулта уйрӑм ҫырса вӗреннине илсе парать. Наукӑлла принципсене нихӑшӗ те илсе кӑтартмарӗ. Унашкал эп те калама пултаратӑп — эп шкулта пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ тесе. Ҫав-и вара аргумент пулмалла? Хӑйсене валли учительсенчен «группа поддержки» йӗркеленӗ те халӑх пӗрле ҫырассине хирӗҫ тесе ӗнентерсе лараҫҫӗ.
Agabazar // 3138.59.4700
2015.03.12 22:55
Agabazar
Кунта ҫырмалли вырӑнсем хӗсӗк (пӗр страница кӑна). Ҫавна кура кашни ҫырмассерен нумайрах хыпар хӑварма тӑрӑшмалла.

Ачапча юлташ, мӗн профессорсемпе хӑратса ларатӑр? Чӑнлӑха ӑна кӗсйери дипломсемпе виҫмеҫҫӗ! 7-8 ҫын тенипе те никама хӑратаймастӑр!

Admin юлташ, хӑвӑрӑн докладӑра ҫак сайтра вырнаҫтараймӑр-и? Эп хам Конференцие ҫитесшӗнччӗ те — май килмерӗ!
2015.03.12 23:56
Аçтахар Плотников
Малтан ӑна якатас пулать. Вара вырнаҫтарӑп. Унччен Виталий Станьялӑн статьипе паллашма пултаратӑр. Унта эп килӗшменни те пур, анчах та уйрӑм ҫырнин япӑх енӗсене уҫса панӑ теме пулать.
http://chuvash.org/blogs/comments/2318.html
Александр // 3041.28.5618
2015.03.14 15:36
Александр
Орфографи ыйтӑвӗ хальхи вӑхӑтра чи пӗлтерӗшлӗ япала пулса кайнӑ пулсан, халӑх чӑнах та йывӑр саманара пурӑнать... Орфографи вӑл ҫынсем хушшинче килӗштерӳ... Анчах вӑл чӗлхе пуласлӑхне ниепле те улӑштармасть...
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.14 16:00
Таиҫ тӗрӗс ят панӑ статйине.Паян орфографи пирки тавлашса пур-ҫук интеллектӑмӑра пӗтерни - ухмахла япала. Эсир пурте ялтан тухнӑ. Атьӑр, яла каяс пулсан ача пахчине кӗрсе тухар, шкула кӗрсе ачасем МӗНЛЕ ЧӖЛХЕПЕ пуплянине-пупленине-калаҫнине-пакӑлтатнине-сӑмахланине сӑнар. Вара - шухӑшласа пӑхар: ҫак ачасене тепӗр ҫичӗ-сакӑр ҫултан К.Иванов, Ҫеҫпӗл, Уяр, Илпек, Ухсай, Хусанкай кирлӗ пулаҫҫӗ-и е ҫук-и?
Victor // 1430.15.0697
2015.03.15 12:42
Victor
Эп пӗр япалана кӑна ӑнлаямарӑм - усси пулчӗ-и ку конффeренццйн - е тепре пуш параппан ҫапса, ачалӑх кунӗсене асилни, кашни хӑйӗн терчӗпе пайлашни кӑна. Унччен Аdmin - науккӑ принцципӗсене нихӑш те аса илменни пирки ҫырчӗ?
Ресолюццй пур-и - е халӑха чӑваш чӗлхинчен хӑраттармалли Краснов йӗркеленӗ террор каҫӗ кӑна-и?
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.15 14:55
П.С.Краснов чӗлхере мӗн ӑнланни - тӗп сак айӗнчи сӑрӑ йӗке хӳре компутерпа роман пичетлеме пӗлни.
Agabazar // 3907.05.7108
2015.03.15 19:33
Agabazar
"Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ."
Вара сехетсем нумайланасса кӗтсе лармалла-им? Хӑҫан пулать вӑл?
Кам сехетсен шутне нумайлатса парӗ? Пушкин-и?

Комментарисен шучӗ вуннӑран иртрӗ. Малалла ҫырма пулать, анчах ыттисем айккинелле вирхӗнӗҫ...
Иккӗшӗ вирхӗнме ӗлкӗрчӗҫ те ӗнтӗ
2015.03.16 10:35
Вика Сорокина
Хӑть мӗн тесен те ҫӗршыв, хӗвеланӑҫ йышши сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла.
Илле // 3035.94.7765
2015.03.19 08:49
Паллах, таван чаваш челхин пелтереше чакса пына чухне перле-уйрам сырассипе супашни пирен пур-сук вая илет. Сапах та ку ыйтава та сирсе яма сук. Чи кирли - каласнин усси пулать-и? Намас та, анчах челхен шапине те, перле-уйрам сырассине те сав президиумра саркаланса ларакан ********** ********* татса пана чухне, каласун ним усси те пулмасть.
Чи кирли - ситес суйлавра чаваш челхин урокесен шутне чакаракан, конституцирен патшалах самаха каларса парахакан, пер лару-канашлу та патшалах челхипе чавашла ирттереймен, пер хут та, саккун та чавашла сырайман, йышанайман сынсене /весем вара пурте пире унитарлалатакан, выраслатакан "Единая Россия" парти сыннисем/ пач та суйламалла мар. Пире влас илертнине, харатнине паранмалла мар. Саван чухне сес сав власри парти чавашлаха каштах хисеплеме веренечче, унсаран пирен малашлах сук. Мен каласни те - пуша халаслану сес. Чаваш халахен суйлавра сакна тума асе, тане, сиреп камале ситмере- тек, Лугандонсене "хатарма" тесеткипе вилне чавашсен шапи пирки каласнин усси сук. Лугандонра вырас челхине хутелеме конференци ирттерсе ларман, вырас челхинчи орфографинчи чаваш челхинчинчен те кая мар патрашанчаксем пирки пакалтатса ларман.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем