Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Ӑслӑлӑх: Европа лаптӑкӗнче тӑвар тупнӑ

Паллашу Хам ҫинчен: Ӗҫместӗп, туртмастӑп, ӗҫрен хӑрамастӑп. 43 ҫулта. Хальхи самантра йы...
Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Аçтахар Плотников 14.05.2015 21:38 | 445 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх

Ӗҫӗ-пуҫӗ кунта тӑвар пиркиех пырать-ха, анчах та Юпитерӑн Европа ятлӑ уҫлӑхташӗ (спутинкӗ) пирки. Вӑл Хӗвелтен инҫетре вырнаҫнӑ, унӑн ҫийӗ пӑрпа витӗннӗ. Шӑп та ҫав пӑр ҫийӗнче тӗттӗм пӑнчӑсем мӗнрен тӑни ӑсчахсене кӑсӑклантарнӑ та ӗнтӗ. Geophysical Research Letters журналта пичетленсе тухнӑ статьяра вара ӑсчахсем вӑл тӗттӗм пӑнчӑсем епле пулса кайнине ӑнлантарса панӑ та.

Вашингтонри NASA штаб-хваттерӗнче тӑрмашакан Курт Нибур тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑсчахсем тӗрлӗ экспериментсем лартса тӗттӗм пӑнчӑсем тӑвар пулнине палӑртнӑ. Вӑл, иккен, пӑр айӗнчи океанран шывпа пӗрле сӑрхӑнса тухса уҫлӑхташ ҫийне лекнӗ, космос пайӑркисене пула хуралнӑ. Ӑсчахсем ятарлӑ хатӗр ӑсталанӑ — вӑл темиҫе сивӗтӗшрен, пӑр тӗслӗхӗнчен, магнитсенчен тата ытти ӑслӑлӑх хатӗрсенчен тӑрать. Ятарлӑ хатӗрте Европӑри никӗсне йӗркелеме пултарнӑ имӗш. Пӗлме: уҫлӑхташра -173 °С сивӗ, атмосфера ҫуккипе пӗрех, Юпитертан лекекен вӑйлӑ тулаш магнитлӑ уй, космос пайӑркисем нумай ӳкеҫҫӗ.

Ӑсчахсем тӗрлӗ теорие тӗрӗсленӗ. Сӑмах май, унччен ытти ӑсчахсем ҫав тӗттӗм пӑнчӑсем тулай пулӑмсене пула йӗркеленнӗ тесе шутланӑ, кӳршӗлле Ио вулканӗсенчен тухакан магнипе кӳкӗрт вӗҫсе килнӗ пуль тенӗ. Анчах та тӗттӗм пӑнчӑсем йӗркеленме тулаш майсем кирлӗ те мар иккен, пӑр айӗнчен тухакан шыври тӑварсем те ҫителӗклӗ.

Ку — лабораторинче палӑртнӑ гипотеза кӑна пулӗ. Чӑннипе те унта тӑвар пулнине вара телескоппа е ятарлӑ зонд ярса тӗрӗслемелле. Халь усӑ куракан телескопсем вара тӗрӗслеме май памаҫҫӗ — вӗсен разрешенийӗ ҫителӗксӗр. Чӑннипе тӗрӗслес тесен вара ҫывӑр вӑхӑталла Юпитерпа Европа патне вӗҫтерсе яма палӑртнӑ Juice зонда кӑна шанма тивет.

#тӗнче уҫлӑхӗ, #ӑслӑлӑх, #телескопсем, #Юпитер, #Европа

 

Комментари:

Victor // 3181.21.1480
2015-05-15 18:04
Victor
Уҫлӑхташ?
Satellite - пуҫӗпех хыҫҫӑн пыракан, йӗрлекен, хыҫҫӑн утакан. Ҫак сӑмаха пӗрремӗш хут Johannes Kepler (1610) шӑпах вӗҫӗм уйрӑлмасӑр пӗр чӑмӑр тавра ҫаврӑнакан чӑмӑра палӑртма усӑ курнӑ.
Йӑхташ, Яташ, Хурӑнташ, Ентеш тенӗ чух пӗртанлӑх сисетӗп. Уйрӑлатпӑр, ҫулӑмӑрсем тӗрлӗ ҫӗрелле. Уҫлӑхташ тенӗ чухне инопланеттянсем аса килеҫҫӗ, пӗр уҫлӑхри ирӗкӗпӗле пӗр тан юлташсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (30.03.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Хыпарсем (12+)
06:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
07:00
 
Хыпарсем (12+)
07:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Новости (12+)
08:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Новости (12+)
09:10
 
Юрă вăчăри (12+)
09:40
 
На весах Фемиды (16+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Социальный вопрос (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Чĕнтĕрлĕ чаршав (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
14:20
 
Азы православия (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:20
 
Чун-чĕре киленĕçĕ (12+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Тус-юлташ саламĕ (0+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Тăван ăс-хакăл (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Тема дня (12+)
19:20
 
Путь к здоровью (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org