Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӗсмет

Хӗсмет В.Викторов шӑл тухтӑрӗпе А. Мурыгин салтака ӑсатаҫҫӗ
В.Викторов шӑл тухтӑрӗпе А. Мурыгин салтака ӑсатаҫҫӗ

Паян Шупашкарта ашшӗсем каччӑсене салтака янӑ. Мероприятие хутшӑнаканӗсем Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Чӑваш Республикинчи ашшӗсен канашӗн ертӳҫи, Хулари стоматологи поликлиникин тӗп врачӗ В. Викторов тата Шупашкарти Ленин районӗнчи Общество канашӗн пайташӗ, Шупашкарти Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи А. Мурыгин. Салтак пӑтти ҫиме хатӗрленнӗ яшсене аслисем ырӑ суннӑ, Раҫҫей хӗсметӗнче пулни чыс тесе палӑртса хӑварнӑ.

Ку вӑл — ҫурхи призыв вӑхӑтӗнчи пӗрремӗш ӑсату. Вӗсемсӗр пуҫне ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекенсем те хутшӑннӑ. Республикӑн тӗп хулинчен ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче 400-е яхӑн каччӑна салтака илмелле. Паян вара 16 каччӑна ӑсатнӑ. Тепӗр ушкӑна ҫара ҫу уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче илсе кайӗҫ.

 

Хӗсмет

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта: Аслӑ Елчӗкре, Курнавӑшра, Ҫӗнӗ Эйпеҫре — палӑксем ҫӗнӗрен уҫнине пӗлтертӗмӗр-ха.

Шӑмӑршӑра вара Германире хӗсметре пулнисене асра тытса тата хисеп туса палӑк уҫнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 1945 ҫулта унта пулнисене кӑна мар, ҫар тивӗҫне унта 1994 ҫулччен пурнӑҫланисене те асра тытас тенине пӗлтерекен палӑк ку. Хамӑр историе манас мар тесе тунӑ ятпа хатӗрленӗ палӑка паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ.

Палӑк уҫас шухӑша «Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен республикӑри канашӗ» общество организацийӗ пуҫарнӑ. Монумента гранитран тата мрамортан хатӗрленӗ. Постамент ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ. Варринче вара хӗҫне антарнӑ совет салтакӗ, ҫӑлнӑ хӗрачана тытса тӑраканскер, тӑрать.

 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхи пекех призыв кампанийӗ пуҫланӗ. Ҫуркуннехи призывра пирӗн республикӑран 1 500 яхӑн ҫамрӑка ҫара илсе каймалла.

Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин каланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен призыв планне тултарас енӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Тӗпленрех каласан, кӑҫалхи ҫуркунне 1491 каччӑ салтак атти тӑхӑнӗ. 410 йӗкӗте ҫар училищисене ямалла. Анчах унта каяс кӑмӑллисен йышӗ ытларах. Хальлӗхе ҫар училищисене ямашкӑн 396 ҫамрӑка суйланӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш Енрен 1223 ҫамрӑк салтака кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81897
 

Хӗсмет

Парашютпа сикнӗ чухне икӗ салтак аманнӑ. Вӗсем — Чӑваш Енрен. Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Максим Алексеевпа Иван Ермолаев салтака пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кайнӑ.

Каччӑсем Мускав ҫывӑхӗнчи Кубинка хулинче сывлӑш десанчӗн ҫарӗнче тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче вӗсем тренировка ирттернӗ: Смоленск облаҫӗнчи Вязьма хулинче парашютпа сикнӗ. Ку вӗсемшӗн пӗрремӗш хут пулнӑ.

70 метр ҫӳллӗшӗнче Ермолаев Алексеев парашючӗн куполӗ ҫине ларнӑ, 20 метр ҫӳллӗшӗнче иккӗшӗн те парашючӗсем хупӑннӑ. Каччӑсем ҫӗре ӳкнӗ.

Максим та, Иван та кӗлеткин тӗрлӗ пайне хуҫнӑ. Вӗсене Вязьма хулинчи тӗп пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗҫ. Хальлӗхе Максима киле ярасси паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81878
 

Хӗсмет

Хальлӗхе лекеймен-ха. Анчах Пуҫиле ӗҫе Тӑвай район прокуратури суда ярса панӑ. Апла тӑк ҫывӑх вӑхӑтра Тӑвай район каччин суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.

26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ. Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ. Ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшакансем салтак каймалли повесткӑна алӑран тыттарсан та каччӑ инҫе ҫула туха-туха кайнӑ.

Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ, анчах салтак каяс килменнине тунман.

Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.

 

Хӗсмет

РФ ШӖМӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи салтаксене ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпассипе тивӗҫтермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Шупашкарти ҫар чаҫӗнче салтак тивӗҫне пурнӑҫлакансем те малашне кӑлпасси ҫиме пуҫлӗҫ.

4300 килограмм ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпасси туянмашкӑн 1,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗр килограмм 283 тенке ларать. Кӑлпасси Хусанти виҫӗ чаҫе, Чулхула облаҫӗнчи ултӑ чаҫе тата Шупашкарти чаҫе килӗ.

Пирӗн хулара ҫар службинче тӑракан салтаксене ыттисенчен сахалрах кӑлпасси лекӗ — 50 килограмм (14 пин тенкӗлӗх). Чылай пайӗ Чулхулари чаҫсенчи яшсем валли кайӗ.

Тендера хутшӑнмашкӑн заявленисене нарӑс уйӑхӗн 5-15-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫне 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81235
 

Хӗсмет

Шупашкарти полицейски ҫара каясшӑн пулман тесе пӗлтереҫҫӗ. Кун пек шухӑшлаканни — РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби.

Хӗсмете каясшӑн мар ҫамрӑк пирки Следстви управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи пайӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫар ретӗнчен пӑрӑнакан каччӑ Шупашкарта пропискӑра тӑрать иккен, хӑй вӑл Чӗмпӗрте йӗрке хуралҫинче ӗҫлет. 22 ҫулти каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.

Ҫара кайма ӑна 2015 ҫулхи раштавра повестка панӑ пулать. Анчах Шупашкарти призыв пунктне вӑл пыман.

Каччӑн айӑпне ҫирӗплетсе парсан унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе те сывпуллашма тивет-тӗр — пуҫиле майпа айӑпланисене йӗрке хуралӗнче тытса тӑрасси иккӗлентерет.

 

Хӗсмет Павел Вязов
Павел Вязов

Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, ирхине Хаваровск крайӗнчи ҫар чаҫӗнче пирӗн чӑваш салтакӗ сарамсӑр вилнӗ. Фургонра сакӑр салтак пулнӑ. Пӗри хӑвӑрт ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑмака хутма тӑнӑ. Фургон ҫунма тытӑннӑ.

Салтаксем ҫӑлӑннӑ. Анчах кӗтесре ҫывӑракан каччӑ тухайман. Вӑл шӑпах пирӗн ентеш пулнӑ. Павел Вязов — Ҫӗнӗ Шупашкарта каччи.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне кун пирки нарӑсӑн 1-мӗшӗнче 23 сехетре пӗлтернӗ. Ун чухне Хабаровск крайӗнче ир пулнӑ. Ҫар комиссариачӗ каланӑ тӑрӑх, ҫичӗ салтак ҫӑлӑннӑ, пирӗнни ҫеҫ тухайман…

Салтак ӳтне Чӑваш Ене хӑҫан илсе килесси паллӑ мар-ха. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81184
 

Хӗсмет

Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Салтака ҫыру ҫыр» акци старт илет. Ӑна хулари вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ ирттерет.

Унта хутшӑнакансене Раҫҫей салтакне ҫыру шӑрҫалама сӗнеҫҫӗ. Салтаксене ырӑ сӑмах, тав туни пулмалла унта. Авторсем хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗксене, ӳкерчӗксене уйрӑмах палӑртӗҫ.

Ҫырӑва алӑпа ҫырма е компьютерпа наборлама юрать. Унта автор пирки калани, плансем, ӗмӗтсем пулмалла. Сӑвӑсемпе сочинени те вырӑнлӑ пулӗ. Унта ят-шыва, ӑҫта тата миҫемӗш класра вӗреннине, телефон номерне палӑртмалла.

Конкурса Шупашкарта пурӑнакан 10-16 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

 

Хӗсмет Владимир Казаков ҫар комиссарӗ тата Александр Куликовпа (сулахайри) Ростислав Тимофеев (сылтӑмри)
Владимир Казаков ҫар комиссарӗ тата Александр Куликовпа (сулахайри) Ростислав Тимофеев (сылтӑмри)

Республикӑн Ҫар комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсемпе ӗҫлекен пайӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ (ку пукана ӑна шанса панӑранпа вӑхӑт нумаях иртмен) Владимир Казаков ӗнер Муркаш тата Элӗк район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Ростислав Тимофеевпа тата Александр Куликовпа тӗл пулнӑ. Вӗсене вӑл ҫар комиссариачӗн пайӗн пурлӑхпа техника базипе тата коллективпа паллаштарнӑ.

Ӗнерех комиссар Муркаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчи ҫарпа учет сӗтелӗсен пуҫлӑхӗсемпе те канашланӑ. Ярапайкассинчи ял тӑрӑхӗн ҫарпа учет сӗтелӗн специалистне Маргарита Башмаковӑна тата Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнче ҫарпа учет сӗтелӗн специалистӗнче тӑрӑшса нумаях пулмасть тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Нина Германована Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та