Хӑйсен килӗнче пулсан хӑть тем тытсан та чармӗҫ-ха. Чи кирли – кӳршӗ-арша ҫав чӗрчунсем ан кансӗрлеччӗр. Анчах ҫурт-йӗр тара илес пулсан хваттер хуҫисем йытӑ-кушаклӑ е ытти чӗрчунлӑ ҫынсене хапӑл мар. Кун пирки «НДВ-Недвижимость» тӗпчев компанийӗ пӗтӗмлетнӗ иккен.
Хваттер тара парас текенсем ҫӗнӗ хуҫасене шыранӑ чух вӗсен чӗрчун тавраш пурипе ҫуккине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Кун пеккисем – тара паракансен ҫуррийӗ. Экзотикӑлла чӗрчун хуҫисене уйрӑмах хапӑл мар иккен. Ҫынсене «этем тусӗсем» сӗтел-пукана шар кӑтартасси шиклентерет. Дизайнерла юсав ирттернисем хӑйсен ҫурт-йӗрне чӗрчунсем хур тӑвасран хӑраҫҫӗ-мӗн. Аллергипе аптӑрани те йытӑ-кушаклисене хапӑл тутармасть.
Тара паракансенчен 16 проценчӗ ҫамрӑксене хваттере ярасшӑн мар. Хваттер хуҫисем ҫамрӑксем тирпейсӗр тата вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. 13 проценчӗ вара пӗччен ҫынсене тара парасшӑн мар.