Чӑваш ӳнер музейӗнче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Анатолий Рыбкинӑн «Манӑн ырӑ кивӗ кил» курав ӗҫлӗ.
Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкарти ӳнер училищине, Ленинградри И.Е.Репин ячӗллӗ живопиҫ, кӳлепе тата архитектура институтне пӗтернӗ. Анатолий Рыбкин тӗнче нумай курса ҫӳренӗ, анчах кирек ӑҫта ҫитсен хӑйӗн тӑван кӗтесне манман. Вӑл чылай картинӑна тӑван тӑрӑхне халалланӑ. Ашшӗн килне, тӑван ялне, йывӑҫ хапхана, хресчен кил-ҫуртне юратса ӳкернӗ вӑл. Панулми, курӑк, чечек, тӑванӗсемпе юлташӗсем картинӑна куҫнӑ. Автор ӳкерчӗкӗнче тӑван тӑрӑхри юр та ҫемҫерех пек курӑнать.
Музея ӳнерҫӗн ӗҫтешӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, студентсем, журналистсем, ентешӗсем, тӑванӗсемпе юлташӗсем пухӑннӑ. Унта Анатолий Рыбкинӑн тӑван тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ те ҫитнӗ. Наци тумне тӑхӑннӑскерсем курава илемлетнӗ.
Сӑнсем (7)