Ваҫликасси (выр. Василькасы) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи ял. Атайкасси ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче, Йӑршшу юхан шывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкар хулинчен — 15–19 км, район центрӗнчен — 16–20 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 3 км аякра вырнаҫнӑ.
Ял таврашӗнче ҫак варсене палӑртаҫҫӗ: Хӗрлӗ вар, Кучӑк варӗ.
Яла пӗрремӗш хут 1795 ҫулта асӑннӑ. Историллӗ ячӗсем: Васильев, Кивесерт, Твайки-Сугут. XVIII ӗмӗрте ял Иккӗмӗш Мӑнал ялӗн (халӗ — Хурӑнлӑх ялӗ) выселокӗ пулнӑ. Ял ячӗ кунта пӗрремӗш пурӑнма килнӗ Василий ятлӑ ҫын ячӗнчен тата «Сугун» тенӗ язычник ятӗнчен тухнӑ.
Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1866 ҫулччен вӗсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, килти ал ӗҫӗ, кулетка ҫыхаси тата ытти промысла ӗҫӗсем пулнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1930-мӗш ҫулсенченпе пуҫламӑш шкулпа почта ӗҫленӗ; шкул ҫуртне 1927 ҫулта тума пуҫланӑ.
1930 ҫулта «Броневик» колхоз йӗркеленнӗ. 1950 ҫулта Моҫҫакассипе пӗрлешсе Владимир Ильич ячӗллӗ колхоз йӗркеленнӗ. Вӑл 1960 ҫулта центрӗ Мӑн Катраҫра вырнаҫнӑ «За мир» колхоз шутне кӗнӗ, 1965 ҫулта вара Шупашкар улма-ҫырла совхозӗ шутне кӗнӗ.
Администраци енчен ял Чикме уесӗн Мӑнал вулӑсӗ шутне кӗнӗ (XIX ӗмӗр — 1920), Шупашкар уесӗн Мӑнал тата Сӗнтӗр вулӑсӗсен (1920–1927), Шупашкар районӗ (1927–1935, 1959 ҫултанпа) тата Ишлей районӗ шутне (1935–1959) кӗнӗ.
2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 130 ҫын (67 арҫын, 63 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2002 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 107 ҫын (57 арҫын, 50 хӗрарӑм). Пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 100 %).
Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:
2010 ҫул тӗлне ялта «Сад» ЯХПК ӗҫленӗ. Улма-ҫырла сачӗ пур. Ял икӗ урамран — Ҫамрӑксен тата Сад — тӑрать.
Экономика никӗсне ял хуҫалӑх производстви йышӑнать. «Сад» ЯХПК ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх). Ял ҫыннисем харпӑр хушма хуҫалӑх тытса пурӑнаҫҫӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 