Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх — 25 ҫулта: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр..!»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 23.12.2014 20:24 | 1724 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Пӗрлӗх правленийӗн йышӗ
Пӗрлӗх правленийӗн йышӗ

Ҫапла ҫирӗппӗн те уҫӑмлӑн калама, хамӑр сассӑма пама сӑлтавӗ те пур пирӗн. Чӗрӗк ӗмӗр пурӑнатпӑр, тӑрӑшатпӑр, малалла утатпӑр вӗт эпир. 1989 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Ҫак кун Трак тӑрӑхӗнчи пултарулӑх лаҫҫинче вӑй хуракансемшӗн, сӳнми ҫӑлтӑр евӗр, нихӑҫан манӑҫми кун пулса юлчӗ.

Тӗрӗссипе, историн анлӑ ҫул-йӗрӗнче Красноармейски районӗнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячӗпе хисепленекен культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗхӗ чӑмӑртанни тӑван республикӑра — Чӑваш Енре ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлчӗ тесшӗн эпӗ. Чӑн малтанах ӑна йӗркелеме, пӗрремӗш утӑма ҫирӗппӗн ярса пусма ӑс-хакӑл, вӑй-хал тата, ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас тенешкел, анлӑ шухӑш-пуҫарӑва ҫутта кӑларма ҫине тӑнӑ ентешӗмсене ят-хушаматранах асӑнассӑм килет. Ҫав хастар йышра пӗрремӗш ретре халӗ Красноармейскинчи вӑтам шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗлӳ паракан, Ҫырмапуҫ Карайра ҫуралса ӳснӗ, мӗн ачаранах фольклор тӗнчине парӑннӑ патвар шӑмшаклӑ, ҫирӗп утӑмлӑ, чӑн-чӑн чӑвашлӑхшӑн чун-чӗре уҫҫипе ҫунакан Виталий Михайлович Михайлова палӑртасшӑн.

1989 ҫул... Ҫӗршывӑн ун чухне ҫӗнетӳ тапхӑрӗн — перестройкӑн хӗрӳ вӑхӑчӗ. Ентешӗм ҫав тапхӑрта парти райкомӗн идеологи пайӗн инструкторӗччӗ. Паллах, Мӑн Ҫавалпа Шетмӗ тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗн малашлахӗшӗн, аталанӑвӗшӗн яваплӑ ҫынччӗ вӑл. Муркаш тӑрӑхӗнчи тури чӑвашсем, чӑваш маттурӗсем «Вирьял» юхӑм йӗркелеме шут тытнӑ та канашлӑва Трак енсене те ҫитсе курма йыхрав янӑ-мӗн. Фольклор уявне Трак тӑрӑхӗнчи юрӑпа ташӑ ӑстисен пӗр ушкӑнӗ хутшӑннӑ ун чух. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ванюшкасси каччи Ю. Миронов баянпа выляса чӑваш халӑх юррине В. Михайлов шӑрантарнӑ.

Пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Район ертӳҫисем те вырӑнти ҫыравҫӑсене, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсене, ӳнерҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсене, юрӑҫсене пӗр чӑмӑра пӗрлешме, пӗр ӗмӗт-шухӑшпа вӑл е ку пултарулӑх лаҫҫинче тар кӑларма ирӗк пани савӑнтарать пире. Паллах, пӗрлӗхе Нестер Янкас ятне пани те унӑн пӗлтерӗшне татах хӑпартрӗ, Мӑн Ҫавал юханшывӗ хӗрринчи пӗчӗк мар Янкас ялӗнчен тухнӑ, чӑвашри чи малтанхи мухтавлӑ ҫыравҫӑ ячӗ ҫуталчӗ, халӑх умне тепӗр хут таврӑнчӗ тесшӗн эпӗ.

Асӑннӑ пӗрлӗхӗн (обществӑн) Уставне тата Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен премин положенине те пӑхса тухса хушӑмсем кӗртсе ҫирӗплетнӗ. В. Михайлов хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне раштаври пысӑк пӗлтерӗшлӗ, район пурнӑҫӗнчи малашлӑхлӑ пӗрремӗш конференцинче уҫнӑ: «Ертӳҫи халӑхран пулсан аванрах» , — тенӗ. Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн «тилхепине» 1990–1992 ҫулсенче райбольницӑри А. Раськин тухтӑр-рентгенолог, 1992–1994 ҫулсенче В. Михайлов вӗрентекен, 1994–1996 ҫулсенче В. Константинов учитель,1996–2007 ҫулсенче Янкасри Н. Ершов-Янкер ҫирӗппӗн тытрӗҫ, сумлӑ утӑмсем турӗҫ. Пӗрлӗх вӑйӗнче вӗсем кашниех харпӑр хӑй пултарулӑхӗпе, ӑсталӑхӗпе, тавракурӑмӗпе, ыркӑмӑллӑхӗпе ырӑ йӗр хывнӑ. Тавах вӗсене, хастарсене, ӳркенменскерсене!

Мана Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн ертӳҫи пулма 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче шанчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри «сӳнет кӗҫех унӑн вучахӗ» теме те пӑхрӗ, ӗҫ-пуҫ хӑй еккипе кайса вутӑ-шанкӑ хуман кӑвайт пек пулса пачах сӳнсе ларасса шанчӗҫ пулас.

Манӑн асӑннӑ пӗрлӗхӗн тӑваттӑмӗш ертӳҫи Н. Ершов пирки, пӗрлӗх пайташӗн чун хавхаланӑвӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, талпӑнӑвӗ пирки ӑшпиллӗ те тарават сӑмахсем каласшӑн. Ӗҫлет, малалла талпӑнать, вӑхӑт ҫук тесе сӑлтав шырамасть тивӗҫлӗ канури ентешӗм-ҫыравҫӑ, 1992 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премие тивӗҫнӗскер.

Пӗрлӗхӗн ертсе пыракан органӗ — пӗрлӗх правленийӗ. Ӑна 9 ҫынтан суйланӑ. Манӑн пӗрлӗхӗн ӗҫ-хӗлне шалти кӑмӑл-туйӑмӗпе парӑннӑ ҫынсене — правлени членӗсене ят-хушаматпах асӑнассӑм килет. Вӗсем — Н. Ершов-Янкер сӑвӑҫ, С. Гурьева библиотекарь, В. Константиновпа В. Серафимов таврапӗлӳҫӗсем, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем А. Алексеевпа Н. Никоноров, Л. Антонов сӑвӑҫ, В. Михайлов вӗрентекен. Палӑртнӑ мӗн пур ӗҫе вӗсемпе, пӗрлехи вӑйпа, пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑнса калаҫса, палӑртса пурнӑҫласа пыратпӑр. Вӗсемех прозӑпа поэзи, ӳнер, таврапӗлӳ, пултарулӑх секцийӗсен ертӳҫисем.

Хамӑрӑн мӗн пур пӗрлӗхлӗ ӗҫсенче пирӗн активистсен, культурӑпа ӳнер тата пичет органӗсенче вӑй хуракансен тӳпи пысӑк. Ҫулленех Н. Янкас ячӗллӗ премие тивӗҫнисене чысласси ҫирӗп йӑлара пирӗн. Халь Трак тӑрӑхӗнчи тата район тулашӗнчи вӑл е ку ҫыравҫӑна, ӳнерҫӗне, композитора, юрӑҫа, вӗрентекене пултарулӑх лаҫҫинче палӑрнӑшӑн Н. Янкас ячӗллӗ преми параҫҫӗ. Халӗ 60 ҫынна яхӑн вӗсем пирӗн. 20-е яхӑн пултарулӑх ушкӑнне асӑннӑ премипе чысланӑ.

2015 ҫулта Трак районне туса хунӑранпа — 80, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитет. Паллах, Аслӑ уявсем пултарулӑх лаҫҫинче вӑй хуракансене те пырса тивеҫҫӗ, паян ӗнерхинчен хастартарах, активлӑрах, пуҫаруллӑрах ӗҫлеме хистеҫҫӗ, «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» юрӑ фестивалӗсенче, ӳнерҫӗ лаҫҫисенче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ятсем палӑрасса кӗтеҫҫӗ.

Сӑмах май, 2014 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ лауреатсене 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче палӑртатпӑр, унччен вырӑнсенчен пултарулӑх ытамӗнче палӑрнисене палӑртма сӗнетпӗр, вӗсенех спонсорла пулӑшу парасса ҫирӗп шанатпӑр.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Мӑн Ҫавал, #Шетмӗ, #Ҫырмапуҫ Карай, #Ванюшкасси, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем