Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Тӑван ялӑм ҫапла пуҫланнӑ» конкурса пӗтӗмлетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.12.2014 22:21 | 1559 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Культура ҫулталӑкне халалланӑ «Тӑван ялӑм ҫапла пуҫланнӑ» конкурс раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пынӑ. Чӑваш Республикин шкулӗсенче вӗренекен «Тантӑш» хаҫат тусӗсем, ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсем, пултарулӑх ӑмӑртӑвне паха хайлавсем ярса панӑ. Вӗсене хаҫат номертен номере пичетлесе пынӑ, пичетлесе ӗлкӗрейменнине каярах пичетлеме шантараҫҫӗ.

Тӑван ял халапӗсем тӗрлӗ шайлӑ пулнӑ. Вӗсем пӗринчен тепри кӑсӑк тесе ӗнентереҫҫӗ. Халапсене ват ҫынсем каласа панине истори чӑнлӑхӗсемпе ҫыхӑнтарса тӑван ял историне тулли уҫса пама тӑрӑшнӑ.

«Тӑван ялӑм ҫапла пуҫланнӑ» конкурса хутшӑннисен ячӗсене «Тантӑш» хаҫатра та пичетлемелле, авторӗсене тата вӗсен ерӳҫисене сертификат тата парнесем парса чысламалла. «Сертификатсемпе парнесене хаҫат редакцине кӗрсе илме пултаратӑр», — тесе хыпарлаҫҫӗ конкурс йӗркелӳҫисем.

Ирина Гладкова (Шӑмӑршӑ районӗ, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ), Николай Кулагин (Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш вӑтам шкулӗ, 6 класс), Юлия Ильденеева (Улатӑр районӗ, Суйкӑн шкулӗ, 6 класс), Мария Тигинова (Улатӑр районӗ, Суйкӑн, 9 класс), Ольга Алексеева (Ҫӗрпӳ районӗ, Ямаш шкулӗ, 8 класс), Вадим Андреев (Ҫӗрпу районӗ, Ямаш шкулӗ, 9 класс), Никита Никитин (Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ, 8 класс), Анна Удиванова (Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ, 10 класс), Ольга Архипова (Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ, 7 класс), Катя Сарбаева (Сӗнтӗрвёрри район, Карапаш), Анна Михеева (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Мён Этмен шкулӗ, 11 класс), А. Бельдекова (Патӑрьел районӗ, Тури Туҫа шкулӗ, 9 класс), Михаил Лаврентьев, Игорь Петров (Канаш районӗ, Катек), В.М. Кузьмина (Етӗрне районӗ, Урпаш), Г.В. Зотова (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш шкулӗ), Кӗҫӗн Тӑван (Элӗк районӗ, Илленушкӑнь), Александр Семенов (Вӑрнар районӗ, Хӑмӑш шкулӗ, 7 класс), Екатерина Позинова (Вӑрнар районӗ, Хӑмӑш шкулӗ, 8 класс), Юлия Николаева (8 класс), Кристина Семенова (Шупашкар, 10-мӗш шкул, ертӳҫи - Юлия Елисеевна Анисимова) Гузель Зарифзянова (Комсомольски район, Тукай Мишер шкулӗ) Диана Безрукина (Комсомольски район, Хырай Ӗнел, 8 класс), Валерия Ашмарина (Елчӗк районӗ, Кӗҫӗн Таяпа), Андрей Петров (Шупашкар районӗ, Тутаркасси шкулӗ, 9 «б» класс), Катя Кошелева (Йӗпреҫ районӗ, Ҫӑкалӑх шкулӗ, 11 класс), Таня Кузьмина (Канаш районӗ, Уҫырма, 11 класс), Юлия Фомина (Шупашкар районӗ, Шӑмӑш шкулӗ, 7 класс), Светлана Федорова (адресне кӑтартман), Людмила Александрова (Етӗрне районе, Кӑкшӑм), Анастасия Лебедева (Пӑрачкав районӗ, Пӑрачкав шкулӗ, 8 класс), Анастасия Иванова (Шупашкар, 49-мӗш шкул, 8 «а» класс), Оля Владимирова (Етӗрне районӗ, Мӑн Чураш шкулӗ, 9 класс), Олеся Галкина (Елчӗк районӗ, Хӑвӑлҫырма шкулӗ), Инесса Федорова (Ҫӗмӗрле районӗ, Юманай шкулӗ, 8 класс), Вера Устинова (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш шкулӗ), Людмила Чердакова (Куславкка районӗ, Тӗрлемес шкулӗ).

Конкурс йӗркелӳҫи — Геронтий Лукиянович Никифоров, Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи.

#вӗренӳ, #конкурссем, #Тантӑш, #хаҫатсем, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Элӗк районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/233.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем