 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     Виталий Михайлов 14.09.2009 18:02 | 1628 хут пӑхнӑ
Виталий Михайлов 14.09.2009 18:02 | 1628 хут пӑхнӑ  
 Трак ене Мускавран савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» экологи форумӗ ирттерекен конкурсӑн лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Вӑрмана хӳтӗлер» сайчӗпе «Хальхи технологисем - ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре" (экологи тата ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата Internetри web-страницӑсен конкурсӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкули обществознани предметне вӗрентекен Михайлов В.М.
Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс планета — 2009» форумра «Вӑрман пурнӑҫӗ тата ҫын шӑпи» (литература конкурсӗ) номинацире Жукова Анастасия (Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази) тата Михайлова Татьяна (Шывпуҫ шкулӗ) лауреат пулса тӑнӑ.
Конкурс оргкомитетне пултарулӑх ӗҫӗсене Раҫҫейри 73 регионтан тата тӗрлӗ ют ҫӗршывран тӑратнӑ. Ҫав шутра: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Бразилирен, Индирен, Италирен, Казахстанран, Кипртан, Китайран, Молдовӑран, Румынирен, Словакирен, Туркменистанран, Турцинчен, Узбекистанран, Украинӑран, Уругвайран. Конкурсӑн вырӑнти тапхӑрӗнче 150 000 ача хутшӑннӑ. Чӑваш уйрӑмӗн «Симӗс планета» экологи юхӑмӗнчен Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ҫак конкурса 45 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 15-шӗ тӗрлӗ шайри ҫӗнтерӳҫӗ-лауреат пулса тӑнӑ: 8-шӗ Пӗтӗм Раҫҫейри форум ҫӗнтерӳҫи, 7-шӗ — Пӗтӗм тӗнчери форум ҫӗнтерӳҫи.
Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр!
Хыпар ҫӑлкуҫӗсем: 1, http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=8897432, http://www.greenplaneta.ru/node/14683_
