Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗн пуканне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе Алексей Степанова шанса панӑ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова коллектива ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ.
Алексей Владимирович Тӑвай ялӗнче 1986 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухсан «суд-медицина экспертизи» специальноҫпе интернатура вӗренсе тухнӑ. Кайран Канашра суд-медицина экспертӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултанпа Тӑвай районӗн тӗп пульницинче тӗп тухтӑр пулнӑ.
Аса илтерер: 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи юпа уйӑхӗччен Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗнче Владимир Викторов ӗҫленӗ. Халӗ вӑл – ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
