Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енри тӗлӗнтермӗш профессисем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.06.2014 08:32 | 1582 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Республикӑра ун пеккисем те пур иккен. HeadHunter текен тӗпчев компанийӗ Чӑваш Енри тӗлӗнтермӗш профессисене тишкернӗ. Ҫавсен шутне фотокӗнекесене пухакана, чак-чак технологне, пулӑ тирпейлекене тата шухӑш-кӑмӑла пухакан специалиста кӗртнӗ.

Фотокӗнеке пухакан ӑстан тирпейлӗ пулмалла, пулӑ тирпейлес текене вара медицина кӗнеки кирлӗ. Кунта сӑмах претендентсене суйланӑ чух тӗпе хуракан критерисем пирки пырать. Камӑн мӗн ӗҫ тумалли пирки каласан, чак-чак технологӗн технологи виҫине хатӗрлемелле, чак-чак производстви валли схемӑпа карттӑ туса хатӗрлесси те ҫав ҫын яваплӑхӗ шутланать. Ҫынсене шухӑш-кӑмӑлне пухаканӑн компани кӳрекен пулӑшу пирки клиентсем мӗн каланине тӗпчемелле.

Камӑн ӑҫта тар тӑкмалли пирки каласан, фотокӗнеке пухаканӑн Шупашкарти офисра 10 сехетрен тытӑнса кӑнтӑрла иртни 4-ччен ӗҫлемелле. Чак-чак технологӗн Ростов облаҫӗнчи Азов хулине тухса кайма тивӗ. Ӑна унта пурӑнмалли кӗтес тара илсе тӑкакланнине компани саплаштарӗ. Ҫул укҫине те ӗҫпе тивӗҫтерекен хӑй тӳлӗ. Пулӑ тирпейлекенӗн вара ҫичӗ юта тухса каймалла мар: Шупашкарта ӗҫлемелле. Виҫ кун тар тӑкнӑ хыҫҫӑн тепӗр виҫ кун кантараҫҫӗ. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлекенӗн малтанласа икӗ эрне хушши вӗренмелле. Хайхи ҫын кайран килте ӗҫлесе ларӗ. Анчах кунӗпех — сакӑр сехет хушши. Канмалли кунсем те пулӗҫ. Ку вакансие сусӑрсене шанаҫҫӗ.

Шалӑвӗ ӗҫне кура тӗрлӗрен. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑсӑкланакана пӗр ыйтӑмшӑн 22 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Кунне ун 50-ран кая мар ыйтмалла. Фотокӗнеке пухакана кунне 300 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Пулӑ тирпейлекене уйӑхне 18 пин тенкӗ тӳлеме шантараҫҫӗ. Чак-чак ӑстине мӗн чухлӗ лекессине пӗлтермен иккен.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #Шупашкар, #Ростов облаҫӗ, #Азов

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем