Шупашкар районӗнчи Ишлей тӑрӑхӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен 27 ҫын — вӑл шутра культура ӗҫченӗсем 24-ӑн — виҫӗ уйӑх шалусӑр ларать иккен.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Яков Кушев: «Акӑ тепӗр ҫын ӗҫрен каясшӑн. Кампа ӗҫлемелле малашне?» — тесе пуҫ ватать тесе пӗлтерет «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат. Шалусӑр ларнине пула кӑҫал ял тӑрӑх администрацийӗн икӗ ӗҫченӗ кунтан тухса кайнӑ та-мӗн.
«Ишлей ял тӑрӑх администрацийӗн финанс ӗҫӗ-хӗлне Шупашкар районӗн централизациленӗ бухгалтерийӗ йӗркелесе пырать. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче район администрацийӗн финанс пайне ЧР Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртмелли документ ҫитнӗ. Ишлейсем Газпромӑн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысӑк организаци умӗнче парӑма, пурӗ 3 миллион та 600 пине яхӑн тенкӗ, кӗнӗ. Ӑна ял тӑрӑх администрацине 3 уйӑхра тӳлесе татма ыйтнӑ. Кун пек суммӑна яваплисем палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тупса парайман, ҫавӑн пекех шута хупма чаракан нимӗнле документ та тӑратман. РФ Бюджет кодексӗн 242.5 статйин 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн финанс пайӗ Ишлей ял тӑрӑх администрацийӗн шучӗ ҫине куҫакан укҫа-тенке тӑкакламалла мар тунӑ. Ҫапла вара ведомствӑна пӑхӑнакан клуб, вулавӑш ӗҫченӗсем шалусӑр тӑрса юлнӑ. Суд ирӗк памасӑр шута ӗҫлеттерме май килмест-мӗн», — ӑнлантарать хаҫат.
Ҫавӑн пысӑкӑш парӑм пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсемпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ-мӗн. Ялти нумай хваттерлӗ ҫуртсене 2012 ҫултанпа акционерсен «Уют» хупӑ обществи пӑхса тӑрать, ӑшӑпа, вӗри шывпа тивӗҫтерет иккен. Ял тӑрӑх администрацийӗн котельнӑйӗсене вӗсене арендӑна панӑ, газпа тивӗҫтерекен организаципе вара хӑйсемех килӗшӳ ҫырнӑ. Газ, коммуналлӑ ытти тӑкакшӑн ҫынсем «Уюта» тӳлеҫҫӗ, вӗсенех газ организацине укҫа куҫармалла. Газ кӑмаки киввине пула газ питӗ нумай «ҫиет» иккен. 2012 ҫулта 1,1 млн, 2013-мӗшӗнче 2,4 млн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ имӗш. Ҫакнашкал котельнӑя ял тӑрӑх администрацийӗ хӑйӗн балансӗ ҫине илес темен, анчах район администрацийӗн малтанхи ертӳҫисем ҫӗнӗ котельнӑй тумашкӑн ишлейсене укҫа уйӑрса пулӑшма шантарнӑ; кайран, влаҫ улшӑнсан, ку сӑмах манӑҫа тухнӑ пулать.