Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Украина халӑхне пулӑшма шухӑшлаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.03.2014 16:48 | 1106 хут пӑхнӑ
Политика

Украинӑра пулса иртекен ӗҫсем пирки кашниех пӗлет пулӗ. Крымри хирӗҫтӑрура шар курнӑ вырӑс халӑхӗ валли Чӑваш Енре ырӑ кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ йӗркелӗҫ. Хальлӗхе республика правительствинче укҫа-тенке ӑҫта ямаллине шухӑшлаҫҫӗ: социаллӑ сферӑна-и, ятарлӑ адреспа-и. Кун пирки паян Михаил Игнатьев влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра каланӑ.

Крымра халӗ Чӑваш Енрен тухнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать. ЧР Элчелӗ палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑсемпе ведомствӑсене ҫынсем Крым ҫыннисене мӗнле пулӑшмалли пирки ыйтма пыраҫҫӗ. Пӗрисем укҫа тӗлӗшӗнчен, теприсем тумтир парса пулӑшасшӑн.

— Тумтир тӗлӗшӗнчен пулӑшу ытлах кирлӗ мар. Укҫа-тенке илес пулсан, малтан ӑна Крыма кама ярса памаллине палӑртмалла. Вӑл социаллӑ блок е харпӑр ҫынсем пулӗҫ, — тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Михаил Игнатьев чӑваш халӑхӗ ыттисен хуйхинчен аякра юлманнипе палӑрнине, нимелле пулӑшнине каланӑ.

Аса илтеретпӗр: РФ Президенчӗ Владимир Путин Украинӑра пурӑнакан вырӑс чӗлхиллӗ халӑха пулӑшмалли ҫинчен чӗнсе каланӑччӗ.

#пулӑшу, #политика, #Крым, #укҫа-тенкӗ

 

Комментари:

Серте Унтри // 3890.66.6211
2014.03.06 00:46
Йăпăр япăр тухса килме Украинăран чăвашсен укçисем те çук пуль. Ятарлă каламалла, чавашсем килчĕр. Куçса килекенсене ял тăрĕхĕсенче улăмпа тăмпа çăрса тунă пӳртсем лартса парас пулать. Пирвайхи вăхăтра пойдет. Кайран ерипен ура çине тăрĕç. Тăм пур пирĕн, улăм тоже. Экологически самый лайăх материал шутланать, чирлемеçĕ çакăн пек çуртра пурăнакансем. Ĕмĕрех хамăр чаваш халăхне ытисенчен япăх пăхасçук ĕнте. Минниханов вон Крымра çӳрет. Мĕнле те пулса çвятой ĕçсем тума пуçламалла ĕнте. НЕ всегда же для своих по ост остаточному принципу.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем