«Наградӑсемпе Хисеп хучӗсен сумӗ чакса пыраҫҫӗ», — тесе шухӑшлать пӗр тусӑм. «Лайӑх пӗлӗш-юлташ пулсан часах тивӗҫейӗн. Ҫук тӑк висле каясла ӗҫлесен те айккинче юлӑн», — касса татать вар вӑл. Юрӗ, пӗлӗшӗмпе тавлашас тӗллев лартмастӑп-ха ҫак материалта. Ҫапах та чӑннипех тивӗҫлисем пур тесе ҫирӗплетме май паракан тӗслӗхсенчен пӗрне илсе кӑтартасах килет.
Маттур ар-хӗре республика Элтеперӗн ятарлӑ стипендийӗпе хавхалантарнине пӗлетпӗр-ха. Ҫавсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ташлаканӗ Дмитрий Абрамов.
Абрамов Пермьри хореографи училищинче ӑсталӑха алла илнӗ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫлет. Ун пирки ӗҫтешӗсем сцена илемӗ тесе хаклаҫҫӗ. Каччӑ хальхи постановкӑсенче те, классикӑра та пултарулӑхпа палӑрать-мӗн. Унӑн репертуарӗ пирки каласан, «Сарпике»-ри Сартивана, «Шопениана»-ри Поэта, «Ромео и Джульетта»-ри Ромео тата Бенволио тата ытти нумай-нумай роле асӑнмалла. Ҫамрӑк ӑста оперӑпа опереттӑсенчи арҫын ролӗсенче те пултарать теҫҫӗ.