Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Чӑваш предприятийӗсен сайчӗсене акӑлчанла куҫарасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 15.12.2013 01:51 | 1398 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енӗн Экспорт пулӑшӑвӗ кӳрекен центр пӗчӗк тата вӑтам предпряитисене сайтсене акӑлчанла куҫарса парас кӑмӑллӑ. Ҫакна вӑл тӳлевсӗрех тӑвӗ. Ҫапла туни ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртме тата пирӗн патри организацисен продукцине ют ҫӗршыва сӗнме май парасса шанаҫҫӗ. «Аталаннӑ мӗнпур организаци сайтне темиҫе чӗлхипе куҫараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ центр.

Чӑваш Республикин экспорт пулӑшӑвӗн центрне 2011 ҫулта йӗркеленӗ иккен. Унӑн тӗллевӗсен шутӗнче регионӑн ят-сумне ӳстерессипе инвестици илӗртӳлӗхне сарассине асӑнмалла.

Акӑлчанла куҫарни аванни иккӗлентермест. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри предприятисенчен чылайӑшӗн чӑвашла варианчӗ ҫуккине шута илсен ӳлӗмрен, тен, ку кӑлтӑка та пӗтерӗҫ-и?..

#хуҫалӑх, #акӑлчан чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1552.html
 

Комментари:

Migulaj // 1021.32.6011
2013.12.15 19:37
Чăвашла тума палăртман ĕнтĕ. Тĕнчере чи малтан çак япаласене тăван чĕлхепе тăваççĕ, ун хыççăн ытти чĕлхесемпе. Анчах çакна хăшĕ-пĕри чăваш чĕлхине ют чĕлхери сăмахсемпе пуянлатнине пĕлтерет тейĕç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем