Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӳкӗн 28-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ «Хальхи информаци обществинчи чӑваш чӗлхи тата пуплев культури» конференцийӗн программи хатӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.11.2025 18:57 | 922 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Хальхи информаци обществинчи чӑваш чӗлхи тата пуплев культури» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Мероприятие Петӗр Яккусен чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑвӑҫ тата тӑлмач ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

Конференцийӗн тепӗр пайне пирӗн «Чӑваш халӑх сайчӗ» кӑҫал 20 ҫул тултарнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, унӑн ҫуралнӑ кунӗ 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ шутланать. Унтанпа ҫирӗм ҫул иртрӗ. Хальхи вӑхӑтра сайт чӑвашла тата ытти чӗлхесемпе тухакан массӑллӑ информаци хатӗрӗ пек ӗҫлет. Унсӑр пуҫне «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» уйрӑлса тухса Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ аталанать, вӑл чӑваш чӗлхипе хальхи вӑхӑтра усӑ курассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать.

Конференцие кӳршӗллӗ республикӑри ҫынсем килме палӑртнӑ, вӗсем хӑйсен опычӗпе паллаштарӗҫ. «Медиауҫлӑхри чӑваш чӗлхи» пайра цифра тапхӑрӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ, #конференцисем, #МИХсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6350.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2750.15.4630
2025.11.25 09:13
Agabazar
Чӑваш чӗлхине патшалӑх тытӑмӗсем урлӑ ятарласа вӗрентсе пымасан, нимӗнле «пуплев культури» те пулма пултараймасть.
Унччен ку тӗлӗшпӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентевҫисен пысӑк ҫарӗ ӗҫленӗ.
Халь вара ҫавнашкал ҫар пачах та ҫук тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Е вӑл ҫапах та пур-и? Эпӗ ҫеҫ курмастӑп-и ӑна?
Agabazar // 2750.15.4630
2025.11.25 09:25
Agabazar
Ӗҫтӑвӑм Петӗр Яккусен ячӗпе пулать.
Эппин ҫакна манас марччӗ: ҫак ҫын пире ҫӗршыв, хӗрача, хӗрарӑм йышши сӑмахсене ним хӑрамасӑрах пӗрле ҫырма пиллесе хӑварчӗ.
Ӗнтӗ эсир унӑн айкомиссийӗ пирки манса кайман пуль ӗнтӗ? Е халӗ те пире Виноградовсен шуҫлак ҫулӗпе уттарасшӑн-и?????
Agabazar // 2750.15.4630
2025.11.25 09:47
Agabazar
Калас пулать, Пётр Яковлева (Петӗр Яккусене) ҫав айкомисси ҫӳллӗшне ҫӗкленме ҫӑмӑлах пулман.
Мӗншӗн тесен вӑл Иван Андреев прахвиссӑрӑн вӗренекенӗ. Шапӑх Иван Андрревич ӑна алӑран ҫавӑтса тенӗ пек ӑслав тӗнчине илсе кӗртнӗ.
Ҫӑмӑл-и хӑвӑн вӗрентевҫӗ пулнӑ ҫынна хирӗҫ кайма? Пачах та ҫӑмӑл мар.
Тепӗр ӗнчен ҫак факт (И. А. Андреев вӗренекенӗ лешӗн чӑваш самахӗсене таткаласа пӗтерес туртӑмне хирӗҫ тӑни) хӑйӗх нумай япала пирки калать.
Agabazar // 1265.66.7264
2025.11.27 00:39
Agabazar
Программăпа паллашнă май, мана мĕн уйрăмах шухăша ячĕ-ха?

Александров Элтияр (Алексей) Анатольевич, блогер,
«Пулар» ушкӑн ертӳҫи (Шупашкар хули). Чӑваш халӑхӗ хальхи литература чӗлхине ӑнланать-ши? .

Вăт çакнашкал ыйту лартать ку автор.

Асăннă ыйтăвăн икĕ аспект пур.

Пĕрремĕшĕ, паллах, ку ыйтăва тÿррĕн йышăнасси. Вара мĕн курăнса каять-ха?

Ĕнтĕ чăваш халăхĕ литератра чĕлхинчен мар-тăр, пĕтĕмĕшле чăваш чĕлхинчен уйралса-писсе пырать пуль. Талккăшпе. Мĕн литературăлла. мĕн литературăлла мар пулнине уямасăр.

Вара ку пирĕн пурнăçра макаронизмсен талккăшĕ пек сăнарланать.

Анчах та тепĕр ен те пур. Вăл ене эп курнăçлану е вĕçкĕнленÿ тесе ят панă пулаттăм. Ĕнтĕ çынни чăваш чĕлхине мансах манман-ха ĕнтĕ. Анчах та унăн халăх хушшинче «чăн чăваш пек» курăнасах килмест. Вара вăл ятарласах тенĕ пек «вырăсла-чăвашла» тата «чăвашла-вырăсла» çăрма пуçлать.

Унччен ку тĕлĕшпе йĕрке тăваканĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен авторитетлă, сумлă тата пысăк çарĕ пулнă. Халĕ вăл пур-и? Иккĕленетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем