Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Икӗ чӑваш Алтайри конференцие хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.09.2025 17:12 | 204 хут пӑхнӑ
Персона
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Алтайра «Алтай – прародина тюрков. К истории зарождения тюркской цивилизации» (чӑв. Алтай — тӗрӗксен тӑван ҫӗршывӗ. Тӗрӗк цивилизацийӗ пуҫланса кайнин историйӗ) ятпа иртекен II Пӗтӗм тӗнчери конференцие хутшӑннӑ.

Мероприяти авӑн уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна славянсемпе тӗрӗксен тӗнчине, этносӗ пуҫланса кайнине халалланӑ. Унта Раҫҫейри, Беларуҫри, Венгринчи, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри патшалӑх ӗҫченӗсем, историксем, тюркологсем, алтаистсем, археологсем, лингвистсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енрен форума гуманитари ӑслӑлӑхӗн директорӗ, филологи наукисен докторӗ Юрий Исаев тата ӑслӑлах ӗҫченӗ, филологи наукисен кандидачӗ Эдуард Лебедев хутшӑннӑ.

#ӑсчахсем, #ЧПГӐИ, #Алтай, #конференцисем, #чӑваш чӗлхи, #Беларуҫ, #Венгри, #Казахстан, #Кӑркӑстан, #Узбекистан, #Туркменистан, #Азербайджан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6279.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3825.65.0939
2025.09.18 17:23
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 3825.65.0939
2025.09.18 17:24
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт)
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.19 10:59
Маттурсем!!! Чыс та мухтав!!!
Agabazar // 2805.73.4086
2025.09.22 12:26
Agabazar
Алтай — ман тăван çĕршыв мар. Эп унта нихçан та пулман. Ман тăван çĕршыв — Вăталăх Атăл.
Agabazar // 2805.73.4086
2025.09.22 12:28
Agabazar
Вырăс чĕлхинче «прародина» ăнлав пур. Пулма пултарать-и çавнашкал ăнлав чăваш чĕлхинче?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем