Шупашкарта пурӑнакан хусах хӑй мӗншӗн авланайманнине пӗлес тесе юмӑҫа кайнӑ. 40-ри арҫын тӗнче тетелӗнче витӗр куракан, пурне те пӗлекен юмӑҫ пӗлтерӗвне асӑрханӑ.
Хайхи «маҫтӑр» арҫынна сӑнӳкерчӗк ярса пама ыйтнӑ. Сӑнӳкерчӗке курсан хӗрарӑм хусаха такам пӑснине, ӑна тасатмаллине ӗнентернӗ. Кун пек ӗҫе ахаль тӑвайӑн-и — укҫа тӳлемелле. Нумай тӳлемелле.
Арсын микрофинанс организацийӗсенчен кивҫен илсе тултарнӑ. 1,3 миллион ытларах тенкӗ укҫана сеанс ирттерекене куҫарса панӑ. Лешӗ ӑна ӗҫе вӗҫлесен каялла куҫарса пама шантарнӑ-ҫке. Хусаха пулӑшас тесе тар тӑкнине ӗнентерме хӗрарӑм видеосем ярса панӑ. Унта вӑл ҫӑва тӑрӑх ҫуртапа ҫӳренӗ. Медиафайлсене ҫийӗнчех телефонтан тасатма ыйтнӑ, пӑсса пани унсӑрӑн сарӑлса каяссине пӗлтернӗ.
Сеанс хыҫҫӑн укҫана тавӑрмалли икӗ эрне иртнӗ хыҫҫӑн (ара, юмӑҫ ҫапла каланӑ-ҫкӗ) хӗрарӑм ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан арҫын хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.