Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 38 ҫулти хӗрарӑм хӗрӗпе пӗрле машинӑпа Шупашкар районӗнчи Миснер ялне кайнӑ чухне ҫул ҫинче кӗрсе ларнӑ. Водитель хӑй тӗллӗн тухма хӑтланнӑ, анчах пулӑшу кирлине ӑнланса экстреннӑй службӑна шӑнкӑравланӑ.
Диспетчер хӗрарӑм пӑтӑрмаха ҫакланни пирки полици нарядне пӗлтернӗ. Полици лейтенанчӗ Александр Сергеев тата Дмитрий Ирбитский аслӑ сержант вырӑна ҫитсе хӗрарӑмӑн иномаркине кӗрт ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ.
Яла илсе ҫитерекен ҫула юртан тасатман, ҫавна май хӗрарӑм каллех кӗрсе ларасран шикленнӗ. Александр Сергеев инспектор хӑй руль умне ларса амӑшӗпе хӗрне киле ҫитерсе янӑ.