Нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланма тытӑннӑччӗ. Юлашки икӗ кунра каллех кӑрлач уйӑхӗнчи кӑтартусем пулнӑ: ӗнер 79 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 29742 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27084-шӗ сывалнӑ. Ку 91,1 процентпа танлашать. Шел те, инфекци 1769 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын вилнине палӑртнӑ, 75 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 893 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.