Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫуркуннен пӗрремӗш ҫара каякансем ҫар ҫулне такӑрлатрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 14.05.2013 22:57 | 1118 хут пӑхнӑ

Акан 1-мӗш кунӗнче Раҫҫейре яш-кӗремсене ҫуркуннехи ҫара илес тапхӑрӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче медкомисси тухнӑ ҫамрӑксем пулас ҫар салтакӗсем пухӑннӑ тӗп вырӑна, Канаш хулине килсе ҫитнӗ. Ҫара илес ӗҫпе явапли — Козюр Сергей Александрович пӗлтернӗ тӑрӑх Канаша пухӑннӑ ҫамрӑксене ҫар хӗсметне иртерме Центрпа, Хӗвелтухӑҫ ҫар округӗсене илсе каяҫҫӗ.

Яш-кӗремсен медосмотрӗ пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх 2013 ҫулта ҫар хӗсметне сывлӑх начарине кура кайма пултарман ҫамрӑксен шучӗ 50 каччӑ ҫеҫ, 800 каччӑ ытлах пӗлтерӗшлӗ мар кӑлтӑксемпе ҫар хӗсметне кайма хатӗр. Вӑхӑтлӑха ҫара кайма пултарманнисен шучӗ вара 100 ҫамрӑк.

Кӑҫалхи ҫара 2 500 ҫамрӑкран 700 яш-кӗрем ҫар хӗсметне кайма хатӗр имӗш. Паянхи куна 500 яш-кӗрем ҫара каймалли ӗнентерекен хута илме ӗлкерне, ҫитес кунсенче вӗсем те Канаша ҫитӗҫ. Ыттисем вара ҫулне тата ытти сӑлтавӗсене пула ҫар хӗсметне халлӗхӗ каяймаҫҫӗ.

Пулас салтаксене яланхилле Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствине, Федераллӑ сыхлав хӗсметне тата ытти ҫӗре кайса ярӗҫ.

Ҫуркуннехи ҫарилӗве утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

#хӗсмет, #Канаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем