«Чӑваш тӗнчи» фотогаллерейинчи сӑнӳкерчӗксен шучӗ 6 пинрен иртрӗ! Юлашки хутӗнче галерейӑна Ишек муйзейӗнче тата Шупашкар районӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ — вӗсен шучӗпе 6 пине яхӑн сӑнӳкерчек пулса тӑчӗ.
«Чӑваш тӗнчи» фотогалерейӑра эсир чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене тупма пултаратӑр: Чӑваш Ен районӗсене, ялӗсене, тавралӑхне. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре иртнӗ мероприятисемпе те паллашма пулать. Унсӑр пуҫсӑр фотогалерейӑра чӑвашсем пурӑнакан ытти тӑрӑхри сӑнӳкречӗксем те вырнаҫнӑ — Тутарстан, Мускав, Самар Ен.