Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑваш чӗлхи: Пуш уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн рекордне ҫӗнетрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 02.04.2020 11:43 | 1413 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ уйӑхри ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Тӗнчере коронавирус сарӑлнине пула пӗтӗм ҫӗршыв канать пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ӗҫлет-ха.

Пуш уйӑхӗ Чӑваш чӗлхи лабораторийӗшӗн самай ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Сӑмахсарсен сайчӗ те ҫӗнӗ сӑмах пуххипе — чӑвашла-эсперанто сӑмах пуххипе — пуянланчӗ, Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче те ҫӗнӗ рекорд лартма тӳр килчӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир 45 595 ҫӗнӗ мӑшӑр кӗртме пултартӑмӑр! Маларах пирӗн чи пысӑк хисеп иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчеччӗ — ун чухне 44 пин те 371 мӑшӑр кӗртме май килнӗччӗ. Халӗ вара рекорда ҫӗнетрӗмӗр. Сӑмах май, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне иртнӗ ҫул ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланӑччӗ. Ун чухне корпусра 34,8 пин мӑшӑр кӑначчӗ. Апла-тӑк, ҫулталӑк хушшинче эпир 300 пин мӑшӑр тума пултартӑмӑр-пултартӑмӑрах — пирӗн корпусра халь чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен 349 пин те 772 мӑшӑрӗ пур.

45 пин ытла мӑшӑр тунӑ май эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Донне» (3 кӗнекине кӗртсе ҫитернипе пӗрех, халь тӑваттӑмӗшӗпе ӗҫлеме пуҫлӑпӑр), Мальцевӑн «Кашни киле кӗр» романне, Сергей Алексеевӑн тата ыттисен хайлавӗсене кӗртрӗмӗр. Ҫав шутра Антон Чеховӑн «Каштанкине» те. Малалла вара ӗҫ сахал мар-ха: пире Михаил Пришвинӑн, Николай Гоголӗн, Виталий Бианкин, Юрий Сотникӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсем кӗтеҫҫӗ. Коронавирус чӑрмантармасан ют ҫӗршыв хайлавӗсен чӑвашла куҫарӑвӗсемпе те ӗҫлесшӗн — Гулливер, Грант капитанӑн ачисем черетре тӑраҫҫӗ. Геккельберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени те корпуса кӗресшӗн.

Иртнӗ уйӑхри кӑтартусемпе танлаштарсан вара, пирӗн корпусри текстсен йышӗ 1 574 ҫитрӗ (+30), пуплевӗшсен шучӗ — 392 476 таран (+44 133). Сӑмахсен шучӗ вара паянхи кун (корпуссен пуянлӑхне шӑп та ҫав виҫепе виҫеҫҫӗ) — 4 367 143 (+445 503).

#чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем, #ЧЧЛ, #коронавирус

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем