Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗнче хыпар тухнӑччӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 50 пинрен иртни пирки хыпарланӑччӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант пулчӗ — Чӑваш халӑх сайчӗ ҫуралнӑ кунӗ тӗлне вӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Акӑ халӗ паян ҫак кӑтарту 150 пин урлӑ каҫрӗ. Уйӑх вӗҫленмен пулин те ӗҫ-пуҫ каллех иртнӗ уйӑхри рекорда ҫӗнетес енне пурать. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫак уйӑхра 25 пин ытла кӗртме ӗлкӗртӗмӗр те ӗнтӗ!
Ҫавах 150 пин вӑл 1 миллион мар. Йӗркеллӗ куҫаруҫӑ тӑвас тесен тата ӗҫлес те ӗҫлес пулать! Ку ӗҫе эсир те хутшӑнма пултаратӑр — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» регистрациленмелле кӑна. Куҫарнӑ чухне сайт хӑй те сире куҫарусем сӗнӗ — чылай чухне ик-виҫӗ сӑмахне ҫеҫ тӳрлетме тивет.
Пӗр вӑй пулса ҫак пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе пирӗн туса ҫитермеллех!