Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ акӑ тепӗр уйӑх та ӗҫлесе ирттерчӗ. Ҫапла май чӳк уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Унччен кашни уйӑхра эпир рекорд хыҫҫӑн рекорд лартса пытӑмӑр пулсан, ку хутӗнче кӑшт хӑвӑртлӑха чакартӑмӑр. Пурӗ 29 658 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ кӗртсе ӗлкӗртӗмӗр. Тепӗр тесен авӑн уйӑхӗнче те пирӗн кӑтарту ҫакнашкалтарахчӗ.
Иртнӗ уйӑхра эпир Михаил Шолоховӑн «Уҫӑ ҫерем» романӑн икӗ кӗнекине, Николай Чернышевскийӗн «Мӗн тумалла?» романне, Лу Синь китай ҫыравҫин калавӗсене кӗртрӗмӗр. Умра Александр Купринӑн «Тытӑҫу» повеҫӗ, Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ тата ыттисем тӑраҫҫӗ. Михаил Шолоховӑн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан «Лӑпкӑ Донӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет — унта эпир Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫласшӑн.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне илес пулсан, вӑл тинех Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн 5-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫапла май эпир ку ӗҫе вӗҫлерӗмӗр теме те юрать. Сӑмах май, раштавӑн 11-мӗшӗнче Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххин электронлӑ варианчӗ хӑтлавӗ пулӗ. Пурне те унта йыхравлатпӑр! — хӑтлав вӑхӑтӗнче пирӗн ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки каласа парӑпӑр, йывӑрлӑхсемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр. Хӑҫан тата ӑҫта пуласси пирки умнерех тӗплӗн пӗлтерӗпӗр.
Яланхи пек хыпара кӑтартусен танлаштарӑвӗпе вӗҫлетпӗр. Паянхи кун пирӗн корпусра 1 453 текст (+25), 238 443 пуплевӗш (+33 710), 2 801 194 сӑмах (+404 341). Сӑмах май, сӑмахсене илес пулсан, пирӗн корпус малтанхи уйӑхсемпе танлаштарсан ҫавах та рекорд лартнах.