Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.4 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш философӗ Питӗрти конгреса хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.07.2026 08:10 | 548 хут пӑхнӑ
Персона
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри философ Питӗрти конгреса хутшӑннӑ. Кун пирки эпир хулари ветерансен канашӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Януш Корчак премийӗн лауреачӗ Нина Димитриева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Сӑмах Эрбина Никитина пирки пырать. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери философи конгресне хутшӑннӑ. Унтан килсен, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Эрбина Витальевнӑпа Чӑваш Енӗн наци конгресӗ тӗлпулу йӗркеленӗ.

Философи дискусси клубне тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тата тӗрлӗ темӑпа кӑсӑкланакансем пуҫтарӑннӑ.

«Клуб ларӑвӗ яланхиллех ӑшшӑн тата яланхиллех хӗрӳ иртрӗ. Эрбина Витальевнӑна итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Нина Ивановна.

#тӗлпулусем, #Шупашкар, #Питӗр, #конгресс, #философи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3738.66.5668
2026.07.06 08:21
Agabazar
Эрбина Витальевна Никитина — Bиталий Петрович Станьял хĕрĕ пулма кирлĕ.
Agabazar // 3738.66.5668
2026.07.06 08:22
Agabazar
Пĕлни пăсмасть
Ялтан // 7300.9.8928
2026.07.06 12:22
Станьяла вырӑсла ҫырса параканӗ ӗнтӗ.
Алексин // 4002.8.4525
2026.07.07 11:00
"Станъяла вырӑсла ҫырса параканӗ..." Ачасем, ан айванланӑр, тархасшӑн. Станъял чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне, литературине тӗпченине пӗр кутамккана хурсан вунӑ ҫын вырӑнтан хускатаймӗ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем