2017 ҫулхи ҫулла Етӗрне хулинче Сӑр юханшывӗ хӗрринчи вакунран икӗ ҫын вырнаҫмалли кимӗ, мотор тата пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫухалнӑ. Такам вакун ҫӑрине ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ.
Полицейскисем вӑрра шырама пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен ҫак ӗҫе Етӗрне районӗн арҫынни тума пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫав арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.
Хайхискер йӗр ун ҫине ӳкнине туйсан кимме тавӑрса пама шутланӑ. Вӑл кимме урӑх ҫынсем урлӑ хуҫине тавӑрса панӑ. Кимме йӑкӑртнӑранпа 2 ҫул иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тепӗр хутчен тӗпчеме тытӑннӑ. Халӗ следстви пырать.