Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Красноармейски районӗнче, «Лада Приорӑна» чарнӑ. Машинӑн номерӗ юрпа хупланнӑ пулнӑ. Водительсӗр пуҫне салонра пассажир ларнӑ. Хайхискерсен багажникӗнче пакунлисем икӗ сурӑх тупнӑ. Выльӑх багажникре мӗншӗн выртнине тӳрех ӑнлантарайман вӗсем.
Икӗ арҫын сурӑхсене ҫав каҫ Танӑшри харпӑр фермӑран вӑрланӑ-мӗн. 29 ҫулти – ҫав ялтанах, вӑл фермӑна пӗрремар кӗрсе курнӑ, ӑҫта мӗн пулнине лайӑх тӗшмӗртнӗ. Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна вара республикӑран тухса ҫӳреме чарнӑ.
Икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сурӑхсене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.