Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи пӗр ҫурт лифтӗнче арҫын 11 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫынна, Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 42-ри арҫынна, тӳрех тытса чарнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне тунман. Ӑна ун чухнех арестленӗ.
Халӗ ҫак ҫын кунашкал ытти преступление те тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе генотипоскопи экспертизи ирттерӗҫ, кун хыҫҫӑн вӑл 8-11 ҫулсенчи 9 хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланипе пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Ҫак преступленисем те авӑн уйӑхӗнче пулса иртни евӗр: 2010-2015 ҫулсенче палламан арҫын хӗрачасене лифтра тапӑннӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.