Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулин Ленин районӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗн каҫхине фейерверксене ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ — вӗсене ҫав лаптӑксенче ҫеҫ яма хушаҫҫӗ. Капла май фейерверк янӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма май пулӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, унсӑр пуҫне район лаптӑкӗнчи ҫурт-йӗр те сиенленмӗ.
Ҫак вырӑнсене палӑртнӑ:
1) Б. Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫурт патӗнчи лаптӑк;
2) Комуналлӑ Слапата урамӗ патӗнчи ҫул унки патӗнчи вырӑн;
3) Эгер бульварӗнчи 43-мешпе 45-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑк;
4) Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи парк;
5) И. Яковлев урамӗнчи 16-мӗш ҫуртпа Кӑкшӑм урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗпе 7-мӗш ҫурт хушшинчи вырӑн;
6) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ умӗнчи вырӑн;
7) Чапаев скверӗ;
8) «Дорисс-парк»;
9) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 30-мӗш ҫуртпа транспорт унки хушшинчи лаптӑк;
10) Наци вулавӑшӗ умӗнчи И.Яковлев палӑкӗн тавралӑхӗ;
11) «ТрансСтройТех» техникумпа катастрофа медицинин республика центрӗн тата 149-меш ача пахчи хушшинчи лаптӑк;
12) Мир проспектӗнчи 98-меш ҫурт умӗнчи лаптӑк;
13) Садовӑй микрорайонпа Сӑкӑт кӗперӗ хушшинчи пуш вырӑн.
Ленин район администрацийӗ фейерверк янӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма сӗнет. Унсӑр пуҫне фейерверксене ятарлӑ лавккасенче туянсан аван пулни пирки пӗлтерет.
