Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӗрӗ чечексем хунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валери Туркай 23.01.2026 10:24 | 787 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин малтанхи лауреачӗсенчен пӗри Петӗр Хусанкай (1907-1970) ҫуралнӑранпа 119 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем — Раиса Сарпи, Марина Карягина, Юрий Сементер, Валери Туркай, Валерий Гордеев, Олег Цыпленков тата поэзие чунтан юратакан ытти хисеплӗ ҫынсем, ҫанталӑк сивӗ пулнине пӑхмасӑр, манӑҫми поэтӑмӑрӑн Шупашкарти вилтӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хунӑ.

Петр Петрович Хусанкая сума суса ҫав кун Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масар ҫумӗнчи пантеон патне пуҫтарӑннисем пурте ун пирки чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.

Асӑну митингӗнче Петӗр Хусанкайӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакан «Элкере» сӑвви янӑранӑ.

#Петӗр Хусанкай, #астӑвӑм, #культура, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4226.92.4990
2026.01.23 11:05
Agabazar
Валери Туркай вуланă «Элкере» сӑвви янӑранӑ
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.23 12:11
Петĕр Хусанкайăн "ЭЛКЕРЕ" сăвви - шедевр! "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" пекех!
Чыс та мухтав çак Гение çуратса ÿстернĕ аслă чăваш халăхне!
Валери ТУРКАЙ. 23.01.26
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.24 04:34
Тутарстанри Сиктĕрмере ĕнер (23.01.2026) "Хусанкай Вулавĕсем" иртнĕ. Йĕрекелекенĕ - Чăваш халăх поэчĕ,Çеçпĕл премийĕн лауреачĕ Светлана АСАМАТ.
Унта Тутарстанăн 8(!) районĕнчен 118 (!!!) ача хутшăннă!
Поэзи Уявĕ пурне те питĕ килĕшнĕ!
Чыс та мухтав Чăваш халăх поэтне Светлана АСАМАТА!
Чыс та мухтав ачасене чăваш литературине юратма хăнăхтаракан Вĕрентекенсене!
Чăваш халăх поэчĕ Валери ТУРКАЙ. 24.01.26
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.26 15:43
Туркай: "Петӗр Хусанкайӑн "Элкере" сӑвви-шедевр! "Эпир пулнӑ,пур,пулатпӑр!"пекех!".Чӑнах та ҫаплах -_ши?Элкер пирки каланисем аванах-ха.Унтан урӑххи пуҫланать.Хусанкай калашле ,чӑвашӑн хӑй патшалӑхӗ пур,ӑна "тытма чӗлхи пур".Малалла поэт ҫапла ҫырать:"Чӑваш чӗлхин сӑвап - хисепӗ пин хут та ӳсӗ хальхинчен.Чӑваш ятпах кӗресшӗн эпӗ коммунизмӑн аслӑ хапхинчен!" Ҫук ӗнтӗ,ҫав аслӑ хапхаран кӗресси пулас ҫук.Чӗлхемӗр пирки те питӗ кӑсӑклӑ."Эпир пулатпӑр" тени те шикленӳллӗ.Туркай юлташ,Каҫал тӑрӑхне кайса ачасем мӗнле калаҫнине итлесе пӑх-ха эсӗ.Чӑваш ялӗ вырӑс чӗлхиллӗскер пулса пырать.Пулатпӑрах-ши?Ҫапла вара,поэт каланисем пуш сӑмах ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ.Асӑннӑ сӑвви шедеверах-ши?Тен,сан виҫепе кӑна ҫапласкер.
Ялтан // 1314.89.7907
2026.01.26 21:07
Чечекне чӳлмекпе пырса лартнӑ-ши вара,каснӑ чечек епле чӗрӗ пултӑр.
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.28 09:26
"Вулакана": Эс "вулакан" кăна пулнăшăн никам та айăплă мар!
Ларах килÿнте, пăрçа яшки çисе!
Валери ТУРКАЙ. 28.01.26
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.28 09:35
"Ялтана": эс чĕрĕ марри эпир аслă Хусанкай вилтăпри çине хунă чечексем чĕрĕ маррине пĕлтермест!
Тупăннă кунта "шипкă умнăй ял ачи"!..
Ма пымарăн Хусанкай çуралнă кун ун вилтăприйĕ патне чÿлмеке хунă чĕрĕ чечексем йăтса?.. Мĕн, укçуна шеллерĕн-им?..
Валери ТУРКАЙ. 28.01.26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем