Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Республикӑра: Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илни (онлайн)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.12.2017 17:08 | 10633 хут пӑхнӑ

Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Ҫӗнӗ ҫул уявне мӗнле кӗтсе илни пирки хыпарлӑпӑр. Ыттисен салам сӑмахӗсене илсе кӑтартӑпӑр. Пирӗнпе Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑрах кӗтсе иле май пулӗ!

#саламсем, #уявсем, #Ҫӗнӗ ҫул, #Шупашкар

Тепӗр хут сире Ҫӗнӗ Ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр! Ҫакӑнпа эпир хамӑр онлайна вӗҫлетпӗр. Сывӑ пулӑр, телейлӗ пулӑр!

Ҫӗн ҫул умӗн пӗр хура ӳтлӗ ҫын Хӗл мучи тумне тӑхӑнса тутарла «Мин сине яратам» юрӑ юрланӑ. Халӑха ку питӗ кӑмӑла кайнӑ тет.

prokazan.ru/news/view/122671 — тӗплӗнрех кунта.

Михаил Игнатьевӑн Ҫӗнӗ Ҫул саламне чӑвашла 145 пӑхнӑ, вырӑсла — 225 хут. Уйрӑмлӑхӗ пысӑках мар...

ШӖМ ҫавӑн пекех вӑрӑсем ӗнер 5000 тенкӗ тӑракан ача-пӑча кӳмине вӑрлани пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑрра тупман, шыраҫҫӗ.

Тӗплӗнрех кунта: 21.мвд.рф/news/item/11959183/

Чӑваш Республикинчи ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх фейерверк янӑ чухне Шупашкарта 35 ҫулхи арҫын тата унӑн 8 ҫулхи хӗрачи суранланнӑ. Айӑпли — 16 ҫулхи ҫамрӑк. Пӑтӑрмах Чапаев урамӗнче пулса иртнӗ.

www.youtube.com/watch?v=l0gleDE37F4 — Михаил Игнатьевӑн саламне чӑвашла YouTube-ра курма пулать. Кам Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче итлеймен — пӑхма пултаратӑр.

Ҫӗрпӳри пӗр нумай хутлӑ ҫурт Ҫӗнӗ ҫула ӑшӑсӑр тата вӗри шывсӑр кӗтсе илнӗ тет. Сӑмах Юбилей урамӗнчи 9-мӗш ҫурт пирки пырать. Кун пирки «Про город» портал пӗлтерет.

chuvash.org/news/17910.html - пӑтӑрмах Шупашкарта та пулса иртнӗ. Фейерверка пула пӗрисем хваттерсӗр тӑрса юлнӑ.

Инҫет Тухӑҫри тепӗр хулара, Петропавловскра, Хӗл Мучипе Юрпике кӳлеписене вут хыпса илнӗ тет. Вӗсене вара юрпа сӳнтерме тытӑннӑ тет. Кун пирки Ура.ру портал пӗлтерет: ura.news/news/1052318623

Инҫет Тухӑҫра Ҫӗнӗ Ҫул кӑҫал пӑтӑрмахлӑ иртет пулас. Владивостокра пӗр хлопушка пысӑк района ҫутӑсӑр хӑварнӑ тет. Ҫамрӑк ҫынсем ӑна электролини айӗнчех вӗҫтерсе яма шут тытнӑ. Юрать-ха энергетиксем юсав ӗҫӗсене хӑвӑрт туса ҫынсене ҫутӑ тавӑрса панӑ.

Кӑнтӑр Сахалинск хулинче ҫунса кайнӑ чӑрӑш вырӑнне ҫӗннине лартма шантарнӑ тет. Ҫӗнӗ теме вӑл ҫӗнех мар, ӑна кӑҫал туяннӑ, унччен «Космос» стадионта ларнӑ. Ҫунса кайни 24 метрлӑ пулсан, кун ҫӳллӗшӗ 12 кӑна. Хулан тӗп чӑрӑшӗ пулмалла-ҫке — вӑт стадионтан куҫарӗҫ те пулмалла.

Сӑмах май, паянтан, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, Раҫҫейре тонуса ҫӗклекен ҫӑмӑл алкогольлӗ ӗҫмесене (напитоксене) сутма та, тума та юрамасть.

АПШ-ра вара Ниагара шывсикки шӑнса ларнӑ тет. Сивви те вӑйлах мар ӗнтӗ, анчах -12 пулсан та вӗсемшӗн вӑл пи-и-итӗ сивӗ шутланать тет.

Чӗмпӗртен — салам, чӑвашсем!

Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе, тӑвансем!

Ырлӑх, сывлӑх, телейӗ — сире,

Ҫӳлти Турӑ пулӑштӑр пире!

Ҫӗнӗ Ҫулпа чӑвашсем! Телей! Сывлӑх! Юрату! Ытти хӑвӑртан килет.

Путин хӑйӗн сӑмахне калать.

ЮТВ яланхиллех Ҫӗнӗ Ҫула чӑвашла кӗтсе илет

Акӑ вӑл паянхи лару тӑру. Акӑлчанла ҫырнӑ, вырӑсла. Чӑвӑшла ҫырма вара нимле те май ҫук пулас. Ют кудьтура хӑйне килти пек туять, тӑванни вар - ютри пек.

Тепӗр енче те лешӗнни пек чӑвашла ҫырнӑ пуль терӗм те... Ҫук, вырӑсла.

Тупрӑм! Еунта чӑвашла баннер та пур иккен. Кӗнӗ ҫӗртрех вырнаҫнӑ. Троллейбус чарӑнӑвӗ енчен.

Ҫак йӗркесӗрлӗх ҫине пӑхсах ӗнтӗ Кӗҫтук Иванов шухӑша путнӑ...

Сӑмах май кунта юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вырӑслисем, ют чӗлхеллисем. Чӑвашлисене яма вара те чарнӑ, те пирӗн юрӑҫсем вӗсене пама хыткукарланнӑ. Вӑт ҫапла уяв иртет. "Хӗллехи телей хули" теҫҫӗ тата...

Хӗрлӗ лапамри баннер. Икӗ енче те вырӑсла. Чӑвашла тума хакла ларнӑ пуль...

Дед Морозпа Снегурочка пур. Сӑн ӳкерӗнме. Хӗл Мучипе Юрпике ӑҫта-ши?

Ӑстисем те чӑвашсем юлман пулас пирӗн Шупашкарта, йӑлт вырӑссем кӑна пуль унта. Кайса пӑхрӑм - чӑваш эрешӗсенчен тунӑ сувенирсем. Чӑвашли кунта мӗн те пулин пур-ши? Хӑй чӑвашӗсемсӗр пуҫне...

Сӑмах май, тӗп сценӑра чӑваш тӗррине рекламӑлӑҫҫӗ, вырӑсла. Паха тӗрӗ ятне акцентпа рекламӑлаҫҫӗ...

Тӑвайкки.

Чӑвашла калаҫакансем нумай. Анчах яланхи пекех ачисемпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ, хӑйсем хушшинче вара вырӑсла. Кунта ман ҫумрах тӑраҫҫӗ. Хӑйсен тӑван чӗлхине хисеплеме вӗрентменнипе кама ӳстереҫҫӗ-ши?

Леденц суттарма май тупаҫҫӗ, "Дед Морозпа" юнашар чӑвашла ҫырма хӑват ҫитереймаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вырӑсланнисен уявӗ ҫеҫ пулманнине курмарӑм-ха.

Раштав пасарӗ. Чӑвашла халь те ҫырса хураймаҫҫӗ.

Хӗрлӗ тӳреме тимӗршыравҫӑ урлӑ кӑлараҫҫӗ. Сӑиах май хулара халӑх нумай мар. Фейерверксем шаплаттарни илтӗнет.

Хулан тӗп чӑрӑшӗ. Республикӑн тесен те йӑнӑш мар. Пӗр пӗччен ларать.

Суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи чӑрӑш

Малалли репортаж Шупашкартан пулӗ.

Эпир сирӗнпе Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ хушӑра Кӑнтӑр Сахалинскра Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ ҫунса кайнӑ. Пӗр фейерверка вӗҫтерсе янӑран вут хыпса илнӗ теҫҫӗ.

«Сувар» хаҫат ҫапларах саламлать:

Тутарстанра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан мӗн пур чӑваша Ҫӗнӗ 2018 ҫулпа саламлатпӑр!

2017 ҫул тинех иртсе кайрӗ. Нумайӑшӗнӗн вӑл ҫӑмӑлах пулмарӗ-тӗр, ҫав шутра укҫа-тенкӗ енчен те. Хаксем питӗ хӑвӑрт ӳссе пычӗҫ. Пирӗн хаҫат та самай хаклӑланчӗ. Ҫакна вулакансен шучӗ чакса пыни те систерет. Ҫапах та аптӑрамастпӑр, ҫӗнӗ куна шанчӑкпа пӑхатпӑр. Мӗншӗн тесен пире интернетра вулакан хушӑнса пырать. Ҫакна Камчаткӑра пурӑнакан чӑвашсем те тума пултараҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те. Халӗ Одноклассникири «Сувар - чӑвашсен хаҫачӗ» страничкӑн тусӗсен географийӗ Казахстанпа Туркменистанран пуҫласа Вашингтонпа Оттавӑна ҫити. ВКонтактери «Газета Сувар» ушкӑна ҫырӑннисем 600 ыла ҫын. Инстаграммра suvargazeta ятлӑ аккаунта кашни кун 40-шер чӑваш ҫамрӑкӗ ҫырӑнать. Ҫакӑ тӑван чӗлхепе хыпарсене вулас килни, пӗтӗмӗшле чӑвашла вулас килни, хыпарсене пӑхас тени пирӗн халӑхра пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлерет.

Анчах «Сувар» хаҫатӑн хут версине те халех пӗтерес килмест. 24 ҫул хушшинче кашни эрнере чӑвашсен килне килекен «Сувар» нумай ҫемьешӗн чӑн-чӑн тус-юлташ пулса тӑчӗ. Ҫак туслӑх малашне те тӑсӑлӗ тесе шанас килет.

Хамӑр енчен хаҫата тата интереслӗрех тума тӑрӑшӑпӑр.

«Хыпар» издательство ҫурчӗн саламне тупрӑмӑр:

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ те Ҫӗнӗ ҫулпа саламлать:

ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСӖН ПРЕЗИДЕНЧӖН САЛАМӖ

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлама ирӗк парсамӑр!

Ҫулсем иртсе пырсан та, ҫак уяв пурне те асамлӑх, кӗтменлӗх, шанчӑк кӳрет. Ҫӗнӗ ҫул пире ӗненӳ, ырӑлӑхпа ҫутӑлӑх, килӗшӳллӗхпе юрату парнелет, кашнинех ҫак уяв кунӗсенче чунра ырӑ, кӑмӑл хӑпартуллӑ.

Кивӗ ҫул каҫалӑкӗнче эпир ҫулталӑка пӗтӗмлететпӗр, ҫитес ҫул валли тата та пысӑк тӗллевсем палӑртатпӑр.

2017-мӗш ҫул Чӑваш наци конгресӗшӗн тухӑҫлӑ та кӑтартуллӑ, юбилейлӑ ҫул пулчӗ.

Юпа уйӑхӗнче конгреса туса хунӑранпа 25 ҫул ҫитнине анлӑ паллӑ турӑмӑр, Х Аслӑ Пухӑва пухӑнса ӑна тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ятӑмӑр.

Раштав уйӑхӗнче вара Раҫҫей Президенчӗн фончӗ «Раҫҫей пуянлӑхӗ — пӗтӗм халӑх пуянлӑхӗ» проекта килес ҫул ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртме ҫул уҫса пани пирӗншӗн пысӑк парне пулчӗ, ҫавӑнпа пӗрлех пирӗн ума пысӑк яваплӑх та кӑларса тӑратрӗ.

Апла пулсан, 2018-мӗш ҫулта Чӑваш наци конгресӗшӗн кӑна мар, республикӑра пурӑнакан чӑвашсемшӗн, ытти халӑх ҫыннисемшӗн тата регионсенчи йӑхташӑмӑрсемшӗн те ҫанна тавӑрса ӗҫлеме каҫалӑк пур.

Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем, тулайри хастар чӑвашсем Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса тата пурнӑҫра хастарлӑх кӑтартса халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗпе шайне ӳстерме, обществӑри тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳллӗхе тата унӑн тӗреклӗхне ҫирӗплетме яланах ӗҫленӗ, малашне тата та тӑрӑшса ӗҫлӗҫ.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! 2018-мӗш ҫулта чӑваш халӑхӗн ырӑ пуласлӑхӗшӗн усӑллӑ, анлӑ та пархатарлӑ ӗҫсем чылай пулмалла.

Ҫавӑнпа та сире ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, иксӗлми вӑй-хал, ырӑ пуҫарусенче ӑнӑҫу, телейпе юрату сунатӑп!

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире!

 

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов.

Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене Геннадий Челпир саламлать:

«Туссем, пурсӑра та Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп! Йытӑ ҫулӗ ыррине ирттертӗр, усалсенчен упратӑр!»

chebmoroz.ru/ — Ҫӗнӗ ҫула Шупашкарта кӗтсе илекенсем валли ятарлӑ сайт хатӗрленӗ. Унта ӑҫта канма май пулнине, мӗнле конкурссем пулассине пӗтӗмпех кӑтартнӑ. Шел те, чӑваш чӗлхи пирки аса илмен. Ҫур миллиона яхӑн халӑхлӑ хулара пӗр чӑваш та ҫук тейӗн.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вӑхӑтӗнче троллейбуссем мӗнле ҫӳренине кунта пӗлме пулать: чту21.рф/images/sotrudniki/%D1%80%D0%B0%D1%81%D0%BF%D0%B8%D1%81%D0%B0%D0%BD%D0%B8%D0%B52017-1.jpg

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗнче хӑшӗ-пӗри канаймӗ. Сӑмахран пӗр пин полицейски Шупашкарти йӗркене сыхлӗ. Кун пирки «Прогород» портал пӗлтерет.

21 районтан тӑваттӑшӗ кӑна хӑйсен район ҫыннисене чӑвашла саламлама хӑват ҫитернӗ. Эп халь тӗрӗсленӗ чухне — лару-тӑру ҫакнашкалччӗ.

Трак тӑрӑхӗн пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Яков Григорьев чӑвашла (кӗскерех) та вырӑсла та саламланӑ:

Районӑн хисеплӗ ҫыннисем!

Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав — халӑхӑн чи юратнӑ уявӗсем: вӗсем ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ. Уявсем умӗн эпир пӗр-пӗрне ӑшӑ сӑмахсем калатпӑр: ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетсе малашлӑхри тӗллевсене палӑртатпӑр. Пирӗн район та аталанса вӑй илсех пырать. Ҫакӑнта — унӑн кашни ҫыннин тӱпи. Пурне те тав сӑмахӗсем калатӑп.

Ҫӗнӗ ҫул ҫӗнӗ ӱсӗмсем илсе килтӗр. Сире ырлӑх-сывлӑх, телей, кил ӑшши сунатӑп.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Я.М. Григорьев

Хӗрлӗ Чутайсем те чӑвашла саламламан, вырӑсла кӑна. Ҫырусем ытларах ҫырмалла пулас. Леш, «Я люблю Красные Четаи» тӗлӗшпе ҫырнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхипе ытларах усӑ курӑпӑр тесе хуравланӑччӗ-ха, анчах хуравӗ ун чухне стендсем пирки пыратчӗ. Салам сӑмахӗсем пирки те (районӗнче ытларах пайӗпе чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ мар-и?) ҫыру ҫырмалла пулас.

Муркашсем чӑвашла саламланӑ (вырӑсла — ҫук)!

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире пурне те Ҫӗнӗ ҫул тата ҫывхарса килекен раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр.

Сисӗнмесӗрех тепӗр ҫул иртсе кайрӗ. Ҫак хушӑра район аталану ҫулӗпе малалла кайрӗ. Промышленность продукцине туса кӑларасси палӑрмаллах ӳсрӗ. Ял хуҫалӑхӗнче та лару-тӑру чылай лайӑхланчӗ. Нихҫанхинчен ытларах тӗштырӑ туса илтӗмӗр, Районта ҫулсем тӑвассипе, юсассипе малалла ӗҫлерӗмӗр. Ял ҫыннисен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе те ҫине тӑрса вӑй хутӑмӑр. Пӗчӗк тата вӑтам бизнес та малалла аталанса пырать. Районта ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ. Вӗрентӳ, культура учрежденийӗсене юсассипе татӑклӑ утӑмсем турӑмӑр. Сывлӑх сыхлавӗнче те ырӑ улшӑнусем пулчӗҫ.

2017 ҫулта Муркаш районӗ умри тӗллевсене пӗтӗмпех пурнӑҫларӗ, республикӑра ырӑ ятлисен шутӗнчех пулчӗ. Раҫҫей, республика шайӗнче иртнӗ тӗрлӗрен конкурссенче те малти вырӑнсене тухма пултартӑмӑр.

Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем! Мӗнпур ҫитӗнӗве пурте пӗрле турӑмӑр. Тавах сире пултаруллӑ ӗҫшӗн, тӑван район, республика, ҫӗршыв аталантӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн.

Ҫитес ҫул та пурте пӗр тӗллевпе хамӑр пуласлӑхшӑн пӗр-пӗринпе килӗштерсе, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫлесчӗ. Пурнӑҫра тӗрӗс утӑмсем тӑвасчӗ малашне те.

Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, юрату, телей сунатпӑр. Ҫӗнӗ ҫулта та мӗн палӑртни пурнӑҫлатӑр, ӗмӗтленни ҫитсе пытӑр. Инкек-синкек сирӗнтен пӑрӑнса ҫӳретӗр. Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире!

Район пуҫлӑхӗ – депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗ И.В. Николаев

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Тимофеев

// gov.cap.ru/Info.aspx?type=main&id=3745988&gov_id=71 — сӑмах май вӗсен сайтӗнче А.И.Федотовӑн (ЧР Патшалӑх Канашӗн председатель ҫумӗ) салам сӑмахне те тупма пулать (чӑвашла).

Ҫӗрпӳсем, ҫӗмӗрлесем тата ытти районсем (пурне те пӑхса тухаймарӑм-ха) — пурте вырӑсла кӑна саламланӑ. Аптранӑ енне Пӑрачкавсен саламне пӑхрӑм. Шел, чӑвашли ҫук. Чӑвашли пулсан «вӗрентсе илӗччӗ-ха» :).

Хисеплӗ ентешсем, Вӑрмар районӗн ҫыннисем!

Сире пурне те Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен ячӗпе чунтан саламлатпӑр.

Ҫак уявсем кашни киле, кашни ҫемьене капӑр та илемлӗ чӑрӑшпа, парнесемпе, ҫӗнӗ тӗллевсемпе, шухӑшсемпе килсе кӗреҫҫӗ.

Кӗҫех 2017-мӗш ҫул историн тепӗр страници пулса хыҫа юлать. Пирӗн районшӑн вӑл япӑх мар кӑтартусемпе вӗҫленет. Промышленнӑҫра, ял хуҫалӑхӗнче, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗрентӳ ӗҫӗнче, культурӑра, суту-илӳре тата ытти отрасльсенче те курӑмлӑ улшӑнусем пулни савӑнтарать. Пурнӑҫа кӗртнӗ тӗллевсенче пирӗнтен кашнийӗ хӑй тӳпине хывнӑ.

Хаклӑ тӑванӑмӑрсем! Пархатарлӑ ӗҫӗрсемшӗн, тӑван район аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн чунтан тав тӑватпӑр. Мал ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме пирӗн опыт, профессионализм, чӑтӑмлӑх ҫителӗклӗ. Пӗрлӗхре — вӑй. Ҫакна асра тытса йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, ӗмӗтсемпе шухӑшсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тесе тӑрӑшса ҫирӗппӗн малалла утар. Уявсем ячӗпе сире чун-чӗререн саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, тулӑх та мирлӗ пурнӑҫ, ӑнӑҫу сунатпӑр, кил-ҫуртсенче юратупа телей хуҫалантӑр, ҫӗнӗ ҫулхи кашни кун савӑнӑҫ та ырӑ кӑмӑл кӳтӗр.

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, ҫӗнӗ телейпе сире!

Вӑрмар район пуҫлӑхӗ М.А. Пуклаков

Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В. Васильев

Сӑн ҫинче — А.В. Васильев

//Вӑрмарсем маттурсем! Чӑвашла та вырӑсла та вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелне хатӗрлеме пулӑшас тӗллевпе тепӗр салат рецепчӗпе паллаштарар. «Кӗрӗк айӗнчи селдь» ятлӑ вӑл. Пулӑран хатӗрленӗ илемлӗ салата кашни ҫемье хатӗрлет тесен те йӑнӑш мар.

Ӑна тума сире селдь пулли кирлӗ. Лавккасем хупӑнман-ха, ҫук пулсан чупса кайса килӗр. Ӑна вӗтетсе савӑт тӗпне хумалла. Ун ҫине туранӑ ҫӗрулми, кишӗр хумалла (вӗсене маларах пӗҫермелле). Пӗр сий сухан хума пулать (кӑна пӗҫерме кирлӗ мар). Ҫиеле пӗҫернӗ хӗрлӗ кӑшман витмелле те майонезпа сӗрсе тухмалла. Малалла мӗнле илемлетесси — хӑвӑр ирӗк. Пӗҫернӗ ҫӑмарта, чӑкӑт сапаҫҫӗ. Укроп е ытти симӗс ҫулҫӑпа та илемлетеҫҫӗ.

Чӑвашла тата кам саламланӑ-ши тесе шыраса лартӑм та — курӑнмаҫҫӗ. Пурте салам сӑмахӗсене вырӑсла шӑрҫаланӑ.

gov.cap.ru/Info.aspx?type=main&id=3745648&gov_id=79 — Елчӗксем вара хӑйсен салам сӑмахне чӑвашла кӑна ҫырнӑ! Вырӑсла ма ҫырман??? Районта пӗр-ик вырӑс та пулин пур-ҫке! //йӗкӗлтеп :) Шупашкар районӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче чӑвашсен йышӗ 50%-ран та иртет пулин те салам сӑмахне вырӑсла кӑна хатӗрленӗ.

Ӳкерчӗкӗ — салам сӑмахне вырнаҫтарнӑ страницӑран

Ку — Михаил Игнатьевӑн салам сӑмахӗсем. Республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче ку сӑмахсене тахҫанах вырнаҫтарнине шута илсен, Владимир Путин хӑйӗн сӑмахне ӑна пӑхса хатӗрлемен-ши?

//шӳтлетпӗр ӗнтӗ, сӑмахӗсем пӗрешкел пулни Михаил Васильевичпа Владимир Владимировичӑн шухӑшӗсем пӗр пулнине кӑна ҫирӗплетет.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнӗ ҫул тата ҫутӑ Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

2017-мӗш ҫулта эпир сирӗнпе республика аталанӑвӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫлерӗмӗр. Иртсе пыракан ҫул пире тӗрлӗ майсем тата ӑнӑҫу парнелерӗ.

Кашни Ҫӗнӗ ҫултан эпир ырӑ улшӑнусем, савӑнӑҫлӑ пулӑмсем кӗтетпӗр.

Пирӗн юратнӑ кил — Раҫҫей, Чӑваш Ен — малалла аталанса пыччӑр, республика ырлӑхӗшӗн пуҫарнӑ ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланччӑр.

Ҫӗнӗ 2018-мӗш ҫул кашни ҫемьене ырӑ улшӑнусем тата савӑнӑҫ илсе ҫитертӗр.

Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем! Сире пӗтӗм чунтан телей, ҫирӗп сывлӑх тата тулӑх пурнӑҫ сунатӑп.

Телейпе ырлӑх малашне те пирӗнпе пултӑр!

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ ҫине лартакан тепӗр сарӑлнӑ салат вӑл — «крабовый». Ятне краб патаккинчен хатӗрленӗрен панӑ. Ӑна та тума питӗ ҫӑмӑл. Сире краб патаккисем кирлӗ пулӗҫ, консервӑланӑ куккурус, пӗҫернӗ ҫӑмарта тата рис, хӑяр. Симӗс сухан е ытти япаласене хӑвӑр кӑмӑлтан хушма пултаратӑр. Хатӗрленӗ чухне рис пӗҫермелле, кайран ун ҫумне ыттисене тураса хушмалла. Майонезпала пӑтратнӑ хыҫҫӑн тӑвар хушмалла та — салат хатӗр те.

Кам та кам оливье салатне хатӗрлеме пӗлмест пулсан сире унӑн рецепчӗпе паллаштаратпӑр. Сире пӗҫернӗ ҫӑмарта, кишӗр кирлӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех тӑварланӑ хӑяр, консервӑланӑ пӑрҫа тата майонез туянмалла. Салатӑн аш пайӗ те пур. Ун валли чылайӑшӗ кӑлпасси суйлаҫҫӗ, вӗретнӗ йышшине. Ҫак япаласене пӗтӗмпех турамалла, хутӑштармалла. Тӑварланӑ хыҫҫӑн мӗнле те пулин симӗс ӳсентӑранпа илемлетме пулать — укроппа е симӗс салатпа. Рецепчӗ питӗ ансат.

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗсене пурте хатӗрлесе ҫитертӗр пулӗ? Оливье салатне те турӑр пуль? Мӗнле пек, хакӗ пӗлтӗрхинчен хӑпарнӗ е ҫук? Росстат шухӑшӗпе Раҫҫейре вӑтамран ун хакӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 1,21% ӳснӗ. Инфляци куҫӗпе пӑхсан — пысӑкрах. Инфляци 0,4% тет, оливье салатӑн хакӗ вара 1,21 кӑна ӳснӗ. Пӗр салат валли кӑҫал 311,83 тенкӗ тӑкаклама тивӗ.

Сӑмах май. Пире, тен ытти тӑрӑхрисем те вулаҫҫӗ пуль. Енчен те сирӗн чӑвашсене саламлас кӑмӑл пур пулсан, site@chuvash.org апдреспа 20:00 сехетччен ярса парӑр. Эпир сирӗн салам сӑмахӑрсене халӑх патне ҫитерме тӑрӑшӑпӑр.

Владимир Путин саламне Инҫет Тухӑҫра пурӑнакансем итленӗ тет — вӗсен унта 2018 ҫул ҫитнӗ ӗнтӗ. Тепӗр 6 сехетрен эпир хамӑр та ун сӑмахӗсене итлӗпӗр-ха та, ҫавах кӗскен мӗн пирки каланине илсе кӑтартар.

РФ ертӳҫи Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫемьери савӑнӑҫ пулма тивӗҫлине каланӑ, кашнине хӑйӗн ашшӗ-амӑшне аса илме, ачи-пӑчипе пӗрле пулма сӗннӗ. Президентӑн тӗп сӑмахӗсем шутӗнче пурне те пӗрле пулма чӗнсе каланине кӑтартма пулать. Эпир пӗрле пулсан, пӗр чӑмӑрта пулсан Раҫҫей вӑйӗ темиҫе хут ӳсӗ тесе каланӑ вӑл.

Пӗлме: ку вӑл никам ыйтнипе те мухтаса ҫырни мар. Чӑваш халӑхӗ ман шутпа чӑнах та ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ май мухтава тивӗҫ!

//Сайт ӗҫне тата хамӑрӑн ҫулталӑк хушшинчи ӗҫе кӑшт каярахпа тӑвӑпӑр.

Чи малтанах Ҫӗнӗ ҫул Саламне пирӗн сайтран илӗр!

Кӑҫал эпир Ҫулталӑк ҫыннине суйласа тӑмарӑмӑр, ҫавах та ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне хатӗрлерӗмӗр: chuvash.org/content/3215-%D2%AA%D3%97%D0%BD%D3%97%20%D2%AB%D1%83%D0%BB%D0%BF%D0%B0%2C%20%D0%BC%D1%83%D1%85%D1%82%D0%B0%D0%B2%D0%BB%D3%91%20%D1%87%D3%91%D0%B2%D0%B0%D1%88%D1%81%D0%B5%D0%BC%21.html

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем