Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗ парти пулӑшнипе премьерӑсем хатӗрлет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.08.2018 06:22 | 1644 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн турппин пухӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ сезона тишкернипе пӗрлех ҫитес тапхӑрта епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.

Авӑн уйӑхӗнче Антуан де Сент-Экзюпери повеҫӗпе «Маленький принц» (чӑв. Пӗчӗк принц) спектакль лартӗҫ. Вӑл ачасем валли пулӗ. Юпа уйӑхӗнче куракансене «Любовь и ненависть» (чӑв. Юратупа курайманлӑх) пластика спектакльне йыхравлӗҫ. Ӑна Мускаври Владимир Беляйкин режиссер хатӗрлет. В. Беляйкина хусканусен енӗпе вӑйлӑ специалист тесе хаклаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче сцена ҫине «Асамлӑ вӑй» спектакль тухӗ. Ӑна лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе куракан патне ҫитерессипе «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен II фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи Антон Федоров (вӑл Мускавран) тимлет.

Чӳк уйӑхӗнче С. Аксаковӑн «Аленький цветочек» юмахне курма чӗнӗҫ.

«Любовь и ненависть», «Маленький принц», «Аленький цветочек» спектакльсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программипе уйӑрнӑ укҫапа лартаҫҫӗ.

#спектакльсем, #театрсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Зритель // 1521.03.2176
2018.08.13 19:47
Çак спектакльсем вырăсла е чăвашла пулĕç?
Agabazar // 2494.60.2210
2018.08.15 15:35
Agabazar
Экзюпери повĕсне вырăсла асăннă, чăннипе ăна хранццусла çырнă. "Асамлă вăй" текеннине çеç чăвашла асăннă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем