Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат 3391 экземплярпа тухса тӑрать. Районта пурӑнакансен йышӗ сахал пулнине шута илсен ку цифра самаях пысӑк. Хаҫат редакцийӗ А.Н. Оринова ертсе пынипе хаҫат вулакансен кӑмӑлне кайтӑр тесе пур майсемпе те усӑ курать.
Ӗҫ ушкӑнӗ республикӑри конкурссене яланах хутшӑнать, чылай чухне малтисен йышне кӗрет. Нумаях пулмасть шалти ӗҫсен министерстви йӗрке хуралӗ темипе ҫыракан республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хушшинче ирттернӗ ҫулленхи ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. «Право йӗрки» 14-мӗш конкурсӑн лауреачӗсем хушшинче «Пирӗн пурнӑҫ» редакцийӗ те пур. Хаҫата «Яланах стройра» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗртнӗ, дипломпа тата хаклӑ парнепе чысланӑ.