Шупашкарти пӗр ача пахчинче заведующире ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Хайхискер хӑйӗн патне темиҫе ҫынна ӗҫе илнӗ, анчах лешсем хут ҫинче кӑна шутланнӑ. Шалӑвӗ вара заведующие лекнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014-2017 ҫулсенче заведующи пӗлӗшне, кӗрӳшне тата унӑн ашшӗне «ӗҫлеме» илнӗ. Чӑннипе вара вӗсенчен нихӑшӗ те ӗҫе ҫӳремен.
Ҫапла майпа заведующи кӗсйине самаях хуланлатнӑ. Ҫак тапхӑрта унӑн енчӗкне 700 пин тенкӗ ытла кӗнӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.