Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Чӑвашлӑх: Иван Яковлева асра тытни — вӑйсӑрлӑха пуҫ тайни-ши?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 08.05.2018 18:58 | 1814 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Сантр Савкилта
Сантр Савкилта

Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне —

чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта.

Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ.

#чӑваш чӗлхи, #астӑвӑм, #чӑвашлӑх, #культура, #Германи, #Йена

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall15176_1735
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.09 00:51
Кунашкал "ЧӖлХЕҪӖСЕНЕ" хирӗҫлемелли поэма та ҫыртӑм, анчах сайтӑра мӗнле меслетпе ямаллине ӑнкартаймарӑм-ха. Ла-айӑх "витерессе" шанатӑп ҫав ҫырнипе... Малалла кайнӑ хушӑра ыйтусем те ҫуралчӗҫ ӗнтӗ: Кам "акса" пурӑнать-ши Чӑваш Енре ҫак "вӑрлӑхсене"? Кам "вырать-ши" наркӑмашлӑ тыррине? Кам "авӑртать-ши лӑштӑр-лаштӑр ҫил арманӗпе ҫӑнӑхне"? Кам "пӗҫерет-ши" кулаҫ-хӑпартуне?

Кам "туянса ҫиесси" паллӑ ӗнтӗ - ТӲСӖМЛӖ ЧӐВАШ ХАЛӐХӖ!!!

Миҫе ӗмӗр пусмӑртан хӑтӑлас тесе "макӑрмарӑмӑр-ши?

1551-мӗш ҫул анчах вырӑссем пулӑшнипе кӑна "пӗр чӑваш юлмиччен галерӑсем ҫине ӑсатасран сывӑ юлни ҫинчен вуласчӗ сирӗн, ҫамрӑксем!!!
Хамăр ял // 1594.88.5179
2018.05.09 21:21
Сантр Савкилта çырни çинчен - шухăшламалли пур. Унăн тĕп шухăш - хамăр, чăвашсен ăспа пурăнмалли. Çич ютсенчен хушнипе мар. Никамăн хыçалти хÿрешке пулса пулмалла мар тесе.
Хăватлăар // 5351-6846
2018.05.12 13:55
Тĕрĕс.
Agabazar // 3844.1.3921
2018.05.13 17:54
Agabazar
Суя, Савилта сăмахĕсенче <<Иван Яковлева асра тытни — вӑйсӑрлӑха пуҫ тайни>> тени çук.

Савкилта пирки суя сăмах ан сарăр, тархасшăн.

Унăн шухăшĕсене тĕрĕс (ултавсăр) илсе кăтартăр.
Михаил ВолковСун // 1473.51.2134
2018.08.12 01:26
Ашкӑнан Акапасар. Поста манне хуратрӑн, кӑвакартса асӑргхаттартӑн. Паллахалминта робот та мар.Савӑнтармасть текех мана Савкильта.Шанӑҫӑм путланчӗ пулмалла. Пӑравус умӗн чупас текеннисенӗн йышӗ вӗсем енне, те пиарланаас шутпа) Хуначи кашкӑӑр та куҫассӑн ик хут ӳсет пулас.МУХТАНМАЛЛА.,

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем