Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Чӑваш чӗлхеҫи Германири конференцире алтай халӑхӗсем ӑҫтан тухнине каласа панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 15.01.2018 21:42 | 2788 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Макс Планк Пӗрлӗхӗн этемлӗх историне тӗпчекен институт
Макс Планк Пӗрлӗхӗн этемлӗх историне тӗпчекен институт

Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) Германири Йена хулинче кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑ. Ӑна Макс Планк Пӗрлӗхӗн этемлӗх историне тӗпчекен институт йӗркеленӗ.

Конференцие пурӗ 60 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ, Йена хулине вӗсем Раҫҫейрен, Германирен, АПШран тата ытти ҫӗршывсенчен ҫитнӗ.

Александр Савельев хӑйӗн докладӗнче алтай халӑхӗсен кӑк вырӑнне сӑнласа кӑтартнӑ. Макс Планк институтӗнче тӑрӑшакан чӗлхеҫӗсен, археологсен тата генетиксен пӗтӗмлетӗвне тӗпе хурсан кӑк алтай чӗлхи нумай-нумай пин ҫул каялла хальхи Китайӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫӗрӗсенче ҫуралнӑ. Ун чухне вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ. Пирӗн эрӑчченхи 5700 ҫул каялла ҫак чӗлхе икӗ пая вакланса кайнӑ — тӗрӗк-монгол-тунгус тата яппун-корей чӗлхисем ҫине. Тӗрӗксем куҫса ҫӳрекен халӑха пирӗн эрӑчченхи 1500 ҫул каялла ҫеҫ куҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн мӑн-мӑн асаттесем кӑк тӗрӗк чӗлхипе калаҫнӑ ӗнтӗ.

Унсӑр пуҫне Александр Савельев хальхи меслетсемпе усӑ курса хатӗрленӗ тӗрӗк чӗлхисен ҫӗнӗ генетикӑллӑ классификацине кӑтартнӑ. Тӗпрен илсен вӑл унчченхи тӗрӗк чӗлхисен историне ҫирӗплетет. Хальхи вӑхӑтра Оксфорд университечӗ алтай чӗлхисен энциклопедине хатӗрлет, ҫӗнӗ классификаципе унта паллашма май пулӗ.

#чӑваш чӗлхи, #тӗнчере, #Йена, #конференцисем, #ӑслӑлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 3466.11.0422
2018.01.16 10:42
Сантăр Савкилтана ăнăçу сунатпăрах! Шупашкартан салам!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем