Чӑваш журналистикин ветеранӗ Людмила Куприяновна Иванова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Людмила Иванова упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗпе кун кунланӑ. Вӑл ватӑскере пӑхнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пултаруллӑ пичет ӗҫченӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Нумаях пулмасть вӑл 80 ҫул тултарнӑ.
Людмила Куприяновна 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкултан вӗренсе тухсан машинопись курсӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл пурнӑҫне КПСС чӑваш обкомӗн издательствипе (халӗ «Чӑваш Ен» издательство) ҫыхӑнтарнӑ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра малтан ӗҫленӗ, кайран «Ҫамрӑк коммунист» тата «МолодежКа» («МК») хаҫатсене чылай ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан «Ҫилҫунатра» ӗҫленӗ.
Людмила Куприяновнӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ.