Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Шупашкарта «Амазони» парк ӗҫлеме пуҫланӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм вырӑнне хурса ӑна хаваслӑн уҫнӑ: елкӑпа, юрӑ-ташӑпа, коньки ҫине тӑрса, ҫулӑм шоу ирттерсе, дискотекӑпа.
Шупашкарти ҫав парка уҫнине Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви паян хыпарланӑ.
Шупашкара 500 ҫул парк вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ ҫак кану вырӑнне йӗркелессипе темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлеҫҫӗ. Парка темиҫе зонӑна пайланӑ: Хӗл Мучи резиденцийӗ, 6 пин тӑваткал метрлӑ каток, апатлану зони, сцена тата ҫынсене уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн. Ун пек пысӑк каток пирӗн республикӑра тек ҫук та иккен. Унӑн пӗр пайӗ — коньки ҫине тӑма вӗренекенсем валли, тепри — ярӑнма пӗлекенсем валли.
Ӗнертенпе пуҫласа кӑрлачӑн 7-мӗшӗ таран парк ӗҫ кунӗсенчи ирхи 11 сехетрен пуҫласа каҫхи 11-ччен ӗҫлӗ.